23 июня 2012 г.
Июнĕн 19-мĕшĕнче пирĕн районта тата тепĕр страхлакан компани – “Страховая группа МСК”– хутшăнчĕ. Ăна уçма ра-йон администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, компани директорĕ Л. Кирия, Патăрьелĕнчи агентство ертÿçи Л. Кузнецов хутшăнчĕç. Саламланă май Николай Иванович ăнăçлă ĕçлесе кайма, ытти компанисемпе ки-лĕштерме ырă сунчĕ.
Компани 1992 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче йĕркеленнĕ, Шупашкарти филиал – 2004 çулта. Паян вăл Раççейри страхлакан рынокра страхламалли тивĕçтерÿсен, сервиссен пахалăхĕпе малтисен ретĕнче тăрать. Кăмăл тăвакансем кунта çурт-йĕрне, пурлăхĕсене, автомашинисене, хăйсене инкек-синкекрен пĕр иккĕленÿсĕр страхлама пултараççĕ. Компани лайăххисенчен пĕри иккенне кашни регионтах филиал пурри, çавăн пекех финанс лару-тăрăвĕ çирĕппине пĕтĕм тĕнчери Fitch рейтинг агентстви çирĕплетет. “Эксперт РА” МСК страхлакан ушкăнăн шанчăклăхĕ чи пысăккине палăртнă.
“Страховая компания МСК” аталану çулĕпе утать. Ĕçе пĕлсе йĕркеленипе, килĕшÿлĕх пуррипе страхлакан продуктсен шучĕ çуллен ÿссе пырать. Компани малашне хăйĕн пайне тата икĕ хут пысăклатма, Раççейри страхлакан чи пысăк 5 компани шутне кĕме палăртать.
Раççейĕн кашни регионĕнче компанин филиалĕ пурри страхлакансене çăмăллăх кÿрет. Паяна вĕсен шучĕ 161-не çитнĕ.
Шупашкарти страхлакан МСК компанипе строительство, хими, электротехника, апат-çимĕç, ял хуçалăх предприятийĕсем тачă çыхăну тытаççĕ. Пĕлтĕрхи çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, обязательнăй тата хăйсен ирĕкĕсемпе страхланисене 93 миллион тенкĕ ытла тÿленĕ. Пĕрремĕш кварталăн кăтартăвĕсемпе компани Чăваш Республикинче страхлассипе иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Кунта хăйсен пурлăхне, транспортне т. ыт те страхлакансене валли çăмăллăхсем пур. Акă, 200 пин тенкĕ тăракан çурта страхланăшăн 1200 тенкĕ çеç тÿлемелле. Инкек-синкек пулсан – пушар, шыв илсен, йывăç ÿксен, транспорт пырса кĕрсен, пурлăха çаратсан, çунтарса ярсан – МСК яланах пулăшса ярать. Страхлакан агентсене талăкăн хуть хăш вăхăтĕнче те 8-917-079-93-09 телефон номерĕпе чĕнсе илме, канаш ыйтма пулать.
МСК страхлакан компанин Патăрьелĕнчи филиалĕ Ленин урамĕнчи 20-мĕш çуртра (Мăшăрлану керменĕнче) вырнаçнă. Страхлакан агентра вăй хурас кăмăллисене хаваспах йышăнаççĕ.
Ÿкерчĕксенче: МСК страхлакан ушкăн вырнаçнă офиса уçнă самант; Л. Кузнецов ертÿçĕ ĕç вăхăтĕнче.