23 июня 2012 г.
Хальхи вăхăтра пирĕн ял тăрăхĕн пĕр пайĕ шутланакан Шăхаль выççелкки эпĕ астăвасса Именкассин хăрах урамĕ çеç пулнă. Çавăнпа та хăш-пĕр шурсухалсемпе кинемейсем ăна халĕ те çаплах йышăнаççĕ. Ун пек е кун пек пулсан та эпĕ хамăрăн ял халăхĕн туслăхĕ, вăл ламран-лама тытса пыракан йăли-мешехине асран кăлараймастăп. Икĕ çул каялла тивĕçлĕ канăва тухрăм, апла пулин те асăмра çырăнса юлнă пурнăçри ÿкерчĕксем паян пĕрин хыççăн тепри черетленеççĕ.
“Авангард” хаçат страницинче “Мĕнле пурăнатăн, аякри тăван;” рубрикăпа пичетленнĕ пысăк материалпа тĕплĕн паллашрăм. Вăл мана çерем çинче чупса ÿснĕ ачалăхăма тепĕр хут куç умне кăларса тăратрĕ. Сăмах май, çакна та палăртса хăварасшăн. Пĕчĕк ялсенче пурăнакан халăхăн пурнăçĕ, йăли-йĕрки, йывăрлăхĕ пирки çырнă материалсене вулакан кĕтет.
Тĕрĕс хускатнă ыйтăва. Маларах Люля, Апрушнай, Кĕçĕн Шăнкăртам пирки кăсăклă материалсем пичетленнĕччĕ. Раççей историйĕн çулталăкĕнче çак шухăша малалла тăсни уйрăмах вырăнлă. Çакнашкал статьясем хыççăн, тен, ял, тавралăх историне тĕпчекенсем ытларах тупăнĕç. Хамăр халăхăн унчченхи пурнăçне манăçма паманни – пысăк та пархатарлă ĕç.
Кăçалхи апрелĕн 28-мĕшĕнче Альбина Егорова çырнă “Шăнкăр кăна шăнкăр, ай, шыв юхать Шăхалĕнех те, ай, выççелкки çумĕпе” статьяра пирĕн ялсем вăйă хастарĕсем пулнине асăнайманччĕ. Çак пархатарлă йăла-йĕрке пирки вара каласа хăварасах килет. Ун чухне эпĕ 10-12 çулта çеç пулнă – чăваш кĕпи тăхăнма иртерех темелле. Çапах та çырма леш енчи илемлĕ вырăнти Хырлăха (уçланка çавăн пек каланă) таврари 14 ялтан вăййа пуçтарăннисене питĕ лайăх астăватăп. Малтан пурте пĕрле карталанса пысăк ункă тăватчĕç, ун хыççăн ялĕ-ялĕпе уйрăлса çаврăнатчĕç. Шăхаль выççелккисем яланах чи хастаррисемччĕ. Владимир Миронов ăста купăсçă ертсе пынипе капăр тум тăхăннă чиперккесем акăш евĕр çăмăллăн шăватчĕç, ухăна-ухăна тĕрлĕрен юрă шăрантаратчĕç. Çветтуй Тройцă хыççăн кашни каçах çак вырăнта вăййа тухнă. Пĕррехинче шăпах чи кăсăклă та савăнăçлă самантра çумăр витререн тăкнă евĕр чашлаттарма пикенчĕ. Хĕрринчи кил пулнăран, уçланка пуçтарăннă халăх пурте пирĕн картишне кĕрсе пытанчĕ. Ниçта тăма вырăн çук: пÿртре те, алкумĕнче те, сарайĕнче те лăк тулли çын. Çумăр чарăнсан уçланкăра каллех вăйă юррисем темĕнчченех шăранчĕç...
Пирĕн ял нихçан та пысăк пулман, пуçланса кайнă чухнехи евĕрлех тытăнса тăрать. Çапах та эпир ÿснĕ вăхăтра выççелккă урамĕ ача-пăча сассипе янăраса çеç тăнă. Çерем çине лапталла е вăрçăлла выляма хĕрĕх ытла ача тухаттăмăр. Васильевсен, Цыгановсен, Гладковсен çемйисенчен харăсах вăйăсене пил-лĕкĕн-улттăн хутшăнат-чĕç. Хамăр та сахалăнах пулман. Вĕсемпе вара çăвĕпе ял çумĕнче шăнкăртатакан шывра чăмпăлтатнă, килĕрен ĕне усранăран, улăха илсе тухнă, кĕркунне вăрмана кăмпана çÿренĕ... Хирĕçме е çапăçма, усал ĕç тума пирĕн вăхăт пулман.
Тепĕр ырă пулăма та ас- тăватăп. Пирĕн атте (йывăр тăпри çăмăл пултăр) Федор Иванович Данилов юмах-халап ăстиччĕ. Ĕçрен лăнчăрах вăхăтра касри çынсене пуçтаратчĕ те хăй мĕн пĕлнине йăлтах каласа паратчĕ. Вăхăтĕнче вăл Мускавра виçĕ çул çурă салтак тивĕçне пурнăçланă, МГУ корпусне тунă çĕре те хутшăннă. Ури çине ĕне пусичченех хурине те, шуррине те курнă. Çав вăхăтрах, ылтăн алăллăскер, питĕ ĕçе юратнă. Ахальтен мар ĕнтĕ 15 çулхи ачана вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕç-ленĕшĕн “За доблестный труд” патшалăх медальне парса чысланă. Вăл унăн архивĕнчи чи хаклă парнеччĕ. Аттемĕрĕн шăпи синкерлĕ, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Пилĕк ачапа çамрăклах пĕччен тăрса юлчĕ. Тепĕр çемье те çавăрма тиврĕ. Ир такăнсан каçчен тенĕ евĕр, киле килнĕ çĕнĕ çын та нумай пурăнса савăнтармарĕ.1979 çулта пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Эпĕ те вăл вăхăтра аслă шкултан педагога вĕренсе тухнăскер, Петя шăллăма шеллесе яла килтĕм те Турă çырнипе Именкасси чăвашĕпе çемье çавăртăм. Нумай пулмасть эпир каллех пысăк çухату тÿсрĕмĕр. Шăхаль выççелкки пирки район хаçатĕнче материал кун çути куриччен сасартăк Петр Федоровичăн куçĕ ĕмĕрлĕхех хупăнчĕ. Вăл кĕтмен çĕртен леш тĕнчене кайни çемйишĕн çеç мар, ял халăхĕшĕн те питĕ пысăк çухату пулчĕ. Хастар общественник, депутат хамăр çуралса ÿснĕ кĕтесшĕн сахал мар тăрăшрĕ, унăн историне тĕпчерĕ, йăх-несĕл йывăçне çичĕ сыпăк таран тăвассишĕн тăрăшрĕ. Ял масарне тирпейлĕ те кăтартуллă тытассине вăл хăйĕн таса тивĕçĕ тесех шутланă. Иртнĕ çул унта хапха та тутарчĕ. Сăмах май каласан, выççелккăсен тăванлăх туйăмĕ питĕ пысăк. Çак пĕчĕк урамра çуралса йăл илнĕ кашни çын, кÿршĕ ялта пурăнсан та, йăх-несĕлсен масарнех кĕ-ресшĕн. Йăли-мешехи çапла çирĕпленнĕ.
Эпир çуралса ÿснĕ кас, халĕ ĕнтĕ ял тетпĕр, малтанхи тымарне яни 90 çулсем те пур теççĕ. Сахал мар тапхăр темелле. Шăхаль выççелккин историйĕ пирки ниçта та, нимĕнле хут çинче те пайăрлă çырни çук. Çавăнпа та паян унта пурăнакан çынсем – тĕпчевĕн чи пысăк çăлкуçĕ.
Е. НЯНИНА,
педагогика ветеранĕ.