АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КÿЛЛЕНЧĕКРЕН АН ĕç

27 июня 2012 г.

Раççее тĕнчере ĕçмелли шывăн пĕрре пиллĕкмĕш пайĕ тивĕçет пулин те пирĕн çĕр-шывра пурăнакансен пысăк пайĕ ăна кÿленчĕксенчен илет.

Раççей çыннисен 70 проценчĕ çиелтен юхакан çăл куçсенчи шывпа усă курать, унăн 40 проценчĕ санитари нормисене вуçех тивĕçтермест. Эпидемиологсем хăрушлăх çитнине систереççĕ – пахалăхсăр шыв вар-хырăм инфекцийĕсене, А вируслă гепатита сарма пулăшать.

Шыв сывлăшран та, тăпраран та тĕрлĕ таса мара пуçтарать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, тĕрлĕ чир пуçланнин 24 проценчĕ, çынсем вилнин 23 проценчĕ çут çанталăкри сиенлĕ пулăмсенчен килнине пĕлетпĕр. Çуркунне çăл куçсене уйрăмах таса мар нумай пухăнать. Статистика кăтартăвĕсене тимлес пулсан та, вăраха кайнă чир-чĕр çуркуннехи вăхăтра тата ытларах нушалантарать. Çынсен сывлăхĕ тапхăр-тапхăр ытларах та йывăрланса çитнине специалистсем пахалăхсăр шыв ĕçнипе сăлтавлаççĕ.

Апла пулсан, мĕн тумалла; Лару-тăруран тухмалли икĕ мел пур: кĕленчери шыв е йăлара усă куракан шыва тасатакан фильтр туянмалла. Анчах ку чухне те асăрхануллă пулмалла. Тĕслĕхрен, тулли шывлă кĕленчесем складра е лавкка сентрисем çинче тахçантанпа та выртма пултараççĕ. Нумай вăхăт хушшинче кĕленчен питĕ вĕтĕ тĕпренчĕкĕсем çăмăллăнах шыва лексе сиенлеме пултараççĕ – сывлăхшăн хăрушлăх тухса тăрать. Тасатакан фильтрпа усă курни аванрах, меллĕрех те – лавккаран шыв туянмалла мар. Çапла майпа тăкакĕсем те сахалрах пулаççĕ. Фильтр туяннă чухне те асăрхануллă пулмалла, улталама пултараççĕ. Çавăнпа ăна суйланă чухне специалистпа канашламалла.

“Сельская жизнь”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика