27 июня 2012 г.
Кăçал татах çут çанталăк çĕр ĕçченĕн чăтăмлăхне тĕрĕслет: хĕвелĕ шартарса пăхать е тÿрех сивĕтсе ярать. Çумăрĕ вара Патăрьел районĕн тĕлне мансах кайрĕ курăнать. Унта та кунта çуни пирки калаçаççĕ-ха, анчах эпир тахçантанпах кĕтекен “хăна” пирĕн пата килме васкамасть. Çĕнĕ Ахпÿртре пурăнакан Л. Краснова фермер тÿперен парасса кĕтмест, вăл 25 гектарта çитĕнекен сухан вăрлăхне (севока) шăварса тăрать. 2010 çулхи типĕ те шăрăх çанталăк ăна çак утăма тума хистенĕ-мĕн.
– Сухан вăрлăхне эпир Молдавинчен туянатпăр. Сутăçсем пире тумламлă шăварупа усă курса çитĕнтерсен тухăç тата пысăкрах тухассине каларĕç. Кун пек хатĕр Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче пуррине пĕлсен кайсах курса килтĕмĕр. Пĕлтĕр хамăр туянтăмăр, анчах çумăр çукаласах тăнипе кирлех пулмарĕ. Кăçал вара ăна тăрăшсах ĕçлеттеретпĕр. Шăварнă çимĕç аван ÿсни тÿрех сисĕнет, – тет Людмила Петровна.
Ана тăршшĕпех пĕчĕк шăтăксемлĕ резина “пыршăсем” тăсăлса выртаççĕ. Тумлам-тумлам юхсах шыв тăпрана йĕпетет. Çиелтен кушăрханă пек курăнсан та аяларах нÿр çителĕклĕ.
– Кашни кунах шăвармастпăр. Анчах типме те памастпăр. Ку енĕпе мăшăрпа кĕçĕн ывăл ĕçлеççĕ. Каç кÿлĕм, сулхăнлатсан, килеççĕ те, 2-3 сехет çакăнта ирттереççĕ, – пĕлтерет Л. Краснова.
Красновсем сухан-севок туса илессипе чылай çул ĕçлеççĕ. Малтан хыçри пахчара çеç акнă, кайран пĕр гектара çитернĕ. Майĕпен-майĕпен лаптăка тата ÿстернĕ. Халĕ вĕсен арендăна илнисемпе пĕрле 123 гектар çĕр. Кунта çĕр улми, выльăх кăшманĕн вăрлăхĕ, сухан, тырă ÿсет. 2009 çулта Людмила Петровна фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ.
Ял халăхĕшĕн туса илнĕ продукцие вырнаçтарма çăмăл мар. Л. Краснована ку ыйту ытлашши канăçсăрлантармасть. Мĕншĕн тесен сухана молдавансем хапăлласах илеççĕ. Севока вара Амур тăрăхне, Свердловск хулине, Сахалин утравне тата ытти çĕре те ăсатаççĕ.
– Унчченсенче хамăр вăйпах ĕлкĕреттĕмĕр. Халĕ рабочисем тытма тивет. Çĕр лаптăкĕ пысăкран техника йышне те ÿстертĕмĕр: икĕ трактор, ГАЗель, кăкарса çÿремелли хатĕрсем, сортировка тăвакан машинăсем туянтăмăр, – хуçалăхĕпе паллаштарать фермер.
О. ПАВЛОВА.