27 июня 2012 г.
Шупашкарти V экономика форумĕн ĕçне1000 çын ытла хутшăннă. Çав шутра – Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, Раççей Федерацийĕн 19 субъекчĕн ĕç тăвакан влаç органĕсемпе организацийĕсен, çавăн пекех ют 9 патшалăх представителĕсем. Çĕртме уйăхĕн 21-23-мĕшĕсенче “Контур” суту-илÿпе курав комплексĕнче регионсен хушшинчи “Регионсем: чикĕсĕр ĕçтешлĕх” курав иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕн 13 субъекчĕпе Италири 228 организаци хутшăннă, куравра республикăра пурăнакан тата кунта хăнана килнĕ 60 пин ытла çын пулнă. Куравпа форум пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 3,5 млрд тенкĕлĕх килĕшÿсем тунă.
Çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн “Раççей çăл куçĕсем” ХХ фестивалĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн призне çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри декораципе прикладной искусство ăстисен “Ăстасен Руçĕ” Х фестивалĕ, Чăваш Республикин наци-культура пĕрлешĕвĕсен пултарулăх коллективĕсен “Туслăх кăшăлĕ” XI фестивалĕ, “Сăрпа Çавал кĕввисем” фольклор фестивалĕн гала-концерчĕсем, “Çĕр пин юрăпа ташă çĕр-шывĕнче” юрăпа ташă ансамблĕсен конкурсĕ, “Чăваш Ен кĕввисем – Çĕнĕ Юхăм” эстрада юрăçисен конкурсĕ, республикăри художество пултарулăх коллективĕсен тата чĕннĕ çăлтăрсен концерчĕсем иртнĕ.
Пĕтĕм Раççейри чи сумлă фестивальсенчен пĕрне – “Раççей çăл куçĕсем” фестивале – Раççей Федерацийĕнчи 38 регионти 42 пултарулăх коллективĕ, Беларуç Республикинчи 2 коллектив – республика хăнисем çеç 1000-е яхăн çын пулнă. Кунсăр пуçне уяв мероприятийĕсене Чăваш Енри 200 ытла коллектив (4 пине яхăн юрăç) хутшăннă.
«Хыпар».