АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Балра – выпускниксем

27 июня 2012 г.

Республика кунне уявланă май Патăрьелĕнче чыслă мероприяти чылай иртрĕ. Ра-йонти шкулсенчен вĕренсе тухакан выпускниксен балĕ те çак тапхăра лекрĕ. Район центрĕн тĕп лапамне пурнăç çулĕ çине тăракансемсĕр пуçне шкул директорĕсем, класс ертÿçисем, ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç. Чипер хĕрсемпе каччăсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, вĕрентÿ пайĕн заведующийĕ В. Осипов, Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн директорĕ Л. Лялина, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул учительници Ю. Волкова (класс ертуçисен ячĕпе), Н. Тинюков (ачасен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе) саламларĕç. Выпускниксен чĕререн тухакан тав сăмахне Турханти вăтам шкулти С. Богданова каларĕ.

Н. Глухов, Л. Лялина, В. Осипов тăрăшса вĕреннĕ яш-кĕрĕме ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе наградăларĕç, юлташĕсемпе ашшĕ-амăшĕ вара ăшă ытама илсе чĕрĕ чечексем парнелерĕç.

– Малашнехи çулăр хăш еннелле выртасса паллă ĕнтĕ. Ăста специалистсем кирек ăçта та кирлĕ. Ырă çул сире!– терĕ Николай Иванович.

Выпускниксене “Эрудит”, “Раççей шайĕнчи олимпиада çĕнтерÿçи”, “Чи лайăх спортсмен”, “Пурнăçра – юрăпа” символлă хăюсем çакса ячĕç. Вĕсене Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Даша Медведева, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Айгель Абейдуллова, Нăрваш Шăхалĕнчен Настя Михайлова тата Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Тоня Кабаева тивĕç пулчĕç.

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн артисчĕсем чуна пырса тивекен юрăсем шăрантарчĕç. Шкул вальсĕпе кашнийĕ ташша тухрĕ. Çакăнтан çамрăксен пурнăçăн ырă юхăмĕ çине тăмалла пултăрах!

х х х

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкултан 12 ача алла аттестат илчĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕпе савăнмалăх та пур. Вырăс чĕлхипе, математикăпа, обществознанипе ачасен пĕлÿ шайĕ аванах – районти вăтам балран пысăк. А. Иванова вара ылтăн медале тивĕçрĕ. Аня 9, 10, 11-мĕш классенче 7–8 предметпа районти олимпиадăсене хутшăнса пынă. Чылайăшĕнпе малти вырăнсене йышăннă. Епле савăнмăн çакнашкал ÿсĕмсемшĕн!

Выпускниксен балне шкул директорĕ В. Платонова уçрĕ, вĕреннине çирĕплетекен документа пачĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Айкин, “Труд” ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Н. Михайлов, шкул директорĕн çумĕ Н. Афанасьев, ачасен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе В. Иванова, пурнăç çулĕ çине тухакансенчен А. Иванова ăшă сăмахсем каларĕç.

Балра тепĕр самант та кăмăллă пулчĕ: арçын ачасем техникăна алла илес ĕмĕтне пурнăçларĕç. Вĕсене курсран вĕренсе тухнине ĕнентерекен свидетельство пачĕç.

х х х

Туçари вăтам шкулти 24 ача выпускниксен балне ашшĕ-амăшĕпе пĕрле килнĕ. Вĕсене пăхса савăнмалăх пур. Алла документ илнĕ май шухăшĕсем пĕчĕк мар, малашлăх тĕллевĕсем пысăк. Кирек ăçта вĕренме е ĕçлеме кайсан та аслисем каланине яланах асра тытма, çĕш-шыва юрăхлă çын пулма сăмах пачĕç вĕсем. Уяв ячĕпе саламланă май шкул директорĕ П. Шашкин, вĕрентÿ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем П. Мулюковпа В. Белков, пуçламăш классенче вĕрентнĕ учительници В. Мулюкова, класс ертÿçи И. Ябрукова, выпускниксен ашшĕсем В. Сеприхановпа Н. Марков ăш пиллĕ сăмахсем сахал мар каларĕç. Ылтăн медале тивĕç пулнă А. Козлова пĕр класра вĕреннисен ячĕпе педагогсене халичченхи ырă ĕçĕшĕн чĕререн тухакан тав сăмахне каларĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика