27 июня 2012 г.
Вăрçă пуçланнă çулхине Петр 27 çулхи вăй питти арçын пулнă. Виçĕ ача ашшĕ çемьене тăрантас тĕллевпе яра куна хирте жнейкăпа тырă вырнă. Харсăр çын нихăçан та ĕçе çиелтен те ячĕшĕн çеç пурнăçламан. Çавăнпах çамрăк чухнех ăна ял çыннисем те хисепленĕ. Çав кунхине те вăл сывлăм типичченех каçалăк умне тăнă. Анчах ана вĕçне тухайман: Петр Ивановича çар комиссариатĕнчен повестка килсе тыттарнă. Çапла 1941 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче Сăкăт чăвашĕ Тинюков хăрушă вăрçа тухса кайнă.
Çак ялтан 400 ытла салтак алла пăшал тытнă. Вĕсенчен çурри киле таврăнайман. Синкерлĕ шăпа Петр Ивановича та пырса çакланнă. Смоленск таврашĕнчи пĕр çапăçура унăн куçĕ ĕмĕр-лĕхех хупăннă. Мăшăрĕ патне вара “Хыпарсăр çухалнă” текен усал хыпар ярса панă. Христиния Никитична пурпĕрех ĕненмен. Çавăнпах ĕнтĕ укăлча хапхинчен мăшăрĕ утса килессе ĕмĕрĕпе кĕтнĕ. Шухăшĕпе шурнă, çапах виçĕ пăхаттира пĕчченех пурнăç çулĕ çине тăратма вăй çитернĕ... Çичĕ çул каялла вара Хреçтук аппа салтак арăмĕ пулсах леш тĕнчене куçнă. Турă ăна мăшăрĕшĕн те кунне пехилленĕ-тĕр: кинемей 94 çула çитсе çĕре кĕнĕ.
Халĕ вара вĕсем, çичĕ теçетке çул пĕрле пулманскерсем, ял масарĕнче канлĕн çеç пĕрле выртĕç. Мускавпа Смоленск облаçĕнчи шырав отрячĕн хастарĕсем Глински районĕнчи Беззаботы ялĕнчен П.И. Тинюковăн ÿтне шыраса тупнă, ăна çуралнă çĕр-шывне, икĕ мăнукĕпе тата мăнукĕн икĕ ачи патне илсе килнĕ...
Хăйсен флангне хÿтĕленĕ чухне вĕсем 14 чăваш пулнă. Çапăçу çивĕч иртнĕ курăнать. Шыравçăсем салтаксене икшерĕн, виçшерĕн купаланса выртнине асăрханă. Чун тени çăмăл тухман мăнтарăнсен.
Шыравçăсем ентешĕмĕр ÿчĕн юлашкийĕсене Сăкăта илсе килсен унăн тăванĕсем, ватти-вĕтти пурте паттăр салтакпа сыв пуллашма пуçтарăнчĕç. Чиркÿ настоятелĕ Сергий иерей кĕл тунă хыççăн ял халăхĕ Петр Тинюков ячĕпе йĕркеленĕ хурлăхлă митинга пуçтарăнчĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕ С.Толстов ăна палăрмаллах пăлханса уçрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, район Пухăвĕн депутачĕ Н. Тинюков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи çар пайĕн начальникĕ В. Ляшенко, Республикăри çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ А. Рогов сăмах каларĕç. Юлашкинчен Шупашкарти çар чаçĕн оркестрĕн хурлăхлă çеммипе пĕчĕк тупăка шăтăка антарчĕç.
“Ĕмĕрлĕх канлĕх тупсам, тăванăмăр. Йывăр тăпру çăмăл пултăр”, – терĕç пурте ассăн сывласа.
А. ЕГОРОВА.