27 июня 2012 г.
ЧНК пуçарăвĕпе, Шупашкар хула администрацийĕ пулăшнипе çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче – Республика кунĕнче – тĕп хуламăрти “Шупашкар: 500 çул” культурăпа кану паркĕнче 4-мĕш хут пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртнĕ. Унта çĕр-шывăмăрăн тăхăр регионĕнчен (Эрĕнпур, Самар, Тутарстан, Чĕмпĕр, Пушкăртстан, Беларуç, Эстони т.ыт.) килсе çитнĕ хăнасем хутшăнчĕç. Хальхинче уява Чăваш Енĕн нумай районĕ те хапăл тунă.
Хамăрăн тĕп уявăмăра ирттерме пухăннă ентешĕмĕрсем чăваш халăхне халалласа лартнă Юпа умне пухăннă, турăран пил ыйтнă, хамăр халăхăмăршăн юн юхтарнă йăхташăмăрсене асăннă, парне кÿнĕ.
Акатуя килнĕ халăха ЧНК президенчĕ Геннадий Архипов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Максим Семенов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, комитет председетелĕ Петр Краснов тата ыттисем саламланă.