30 июня 2012 г.
Сывлăх ахах пекех, час çухалма пултарать, теççĕ халăхра. Çак каларăшăн анлă шухăшне тĕпе хурса Патăрьел хĕрĕ О. Владимирова аптека уçма тĕллев лартнă. Пермьри фармокологи академийĕнче аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн пĕр вăхăт Шупашкарта ĕçленĕ, унтан тăван тăрăхах таврăннă. Мĕн ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме тытăннă.
– Чир-чĕр ан çулăхтăр тесен сывлăха çирĕплетсех тăмалла. Вăхăтран вăхăта витаминсемпе, эмелсемпе сипленни усăлли каламасăрах паллă. Районта пурăнакансен чи хаклă пурлăхне сыхласа хăварма пулăшас тесе аптека уçма шухăшларăм, – тет Ольга Ивановна. Халь Патăрьелĕнчи тата ытти ялсенчи çынсем те хăйсене кирлĕ эмелсене Советски урамĕнчи 33 А çуртри “Кĕрсе тух” суту-илÿ çуртĕнче вырнаçнă “Лекарь” аптекăран туянма пултараççĕ. Клиентсен кăмăлне шута илсе вăл каçхи вунă сехетченех ĕçлет. Çавăн пекех кирлĕ им-çама заказпа та илсе килсе параççĕ.
Аптекăра виçĕ фармацевт тăрăшать. Эмелсене витрина çине мĕнле чиртен сипленине кура вырнаçтарнă. Пĕчĕк ачасене валли ятарлă кĕтес пур. Кунта крем-шампунь таврашĕ те туянма пулать.
“Лекарь” аптекăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Хĕрлĕ хăйăва касма район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов та хутшăнчĕ.
– Çамрăксем тăван ене таврăннишĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Яш-кĕрĕмре район пуласлăхĕ, аталанăвĕ, – терĕ Николай Иванович пухăннисене ăшшăн саламланă май. Ольга Ивановнан ашшĕпе амăшĕ те – Иван Петровичпа Людмила Ильинична Владимировсем – сăмах илчĕç. Вĕсем хĕрне ăнăçлă ĕçлесе кайма пил пачĕç. Патăрьелĕнчи çемье офисĕн тĕп врачĕ А. Александрова та ăнăçу сунчĕ.
Аптека уçăлнă кунах пĕрремĕш туянакансене йышăнчĕ. Тавар илекенсене парнесемпе хавхалантарчĕç.
О. ПАВЛОВА.