30 июня 2012 г.
“ВЕТЕРАНСЕМ çинчен” калакан федераци программипе килĕшÿллĕн, хальхи вăхăтра Вăрманхĕрри Шăхалĕнче пурăнакан Матрена Васильевна Матвеева салтак арăмĕ валли хитре те капмар çурт хăпартаççĕ. Патăрьелĕнчи “Стройкомфортăн” ăстисем ăна сентябрь тĕлне тирпейлесе пĕтерсе çăра уççине чыслă лару-тăрура тыттарасшăн. Çапла майпах 2010 çулта А. Эриванована парне кÿнĕ. Патшалăх пысăк тимлĕх уйăрнăшăн Укахви аппан савăнăç куççулĕ те тухнă. Ара, ватă çыннăн кăмăлне тупма та, ăна хăварма та нумай кирлĕ мар-çке. Юмахри пек керменккешĕн туйăма ăçтан шалта тытса тăрăн!
Ку таранччен Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕнче тăватă вăрçă участникĕн тата сакăр салтак арăмĕн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатса панă.