АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкар ГЭСĕ: 63 метр е 68 метр-и;

30 июня 2012 г.

Мускавра ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ энергетика министрĕпе Александр Новакпа тĕл пулнă. Калаçури тĕп ыйту – “Атăл юхан шывĕ çинче Шупашкар ГЭСне тăвасси” проектпа документсем хатĕрлессине вĕçлесси. Сăмах Шупашкар шыв управне 68 метрлă шая çити çĕклесси çинчен пырать. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх – шыв управĕн паянхи шайĕ (63 м) Шупашкар ГЭСĕн хăвачĕпе 60 процент таран çеç усă курма май парать. Оборудовани хăвăртах юрăхсăра тухать, проектпа пăхнă режимпа ĕçлемест. 1981 çулта ГЭСа ĕçлеттерме пуçланăранпа экономика тăкакĕ 100 млрд тенкĕ ытла пулнă.

Михаил Игнатьев федераци министрĕнчен пулăшу ыйтнă. Мĕншĕн тесен республика территорийĕнче Шупашкар шыв управĕ таврашĕнче тухса тăнă çивĕч лару-тăрăва пула экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе васкавлă мерăсем йышăнмалла Чăваш Ен вăйĕпе кăна çак ыйтăва татса параймăн. Федераци центрĕн тата кÿршĕ регионсен витĕмлĕ пулăшăвĕ кирлĕ.

Тĕл пулура Чăваш Енре Раççей энергетика агентствин филиалĕн никĕсĕ çинче тĕрĕслевпе сертификаци центрĕ тăвас ыйтăва хускатнă. Центр çĕнĕ инноваци продукчĕсене ĕçе кĕртессине хăвăртлатма тивĕçлĕ.

“Хальхи вăхăтра Раççейре ку чухнехи шайри, хамăр çĕр-шыври тата чикĕ леш енче кăларнă электротехника оборудованине туллин тĕрĕслессине тивĕçтерекен тĕрĕслевпе сертификаци центрĕсем пачах та çук”, – палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Çавăн пекех Чăваш Ен энерги перекетлес енĕпе регион программине пурнăçлама федераци бюджетĕнчен субсиди илмелли малашлăх çул-йĕре пăхса тухнă.

“Хыпартан”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика