30 июня 2012 г.
Пĕтĕм Раççейри Çамрăксен кунне халалласа районти вĕрентÿ пайĕ çумĕнчи çамрăксемпе ĕçлекен центр ял тăрăхĕсенчи яш-кĕрĕм канашĕсемпе пĕрле “Çамрăклăх каялла килмест” ятлă уяв йĕркелерĕ. Вăл Сăкăтра иртрĕ. Мероприяти Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнчи юрăçсем хатĕрленĕ концертпа пуçланчĕ. Унтан Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ С. Толстов, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В. Осипов, çамрăксен центрĕн ертÿçи А. Адикина саламларĕç.
Çамрăксен канашĕсем “Пирĕн пултарулăх” конкурса хапăл туса хутшăнчĕç. Унтан çамрăксемпе ĕçлекен центр йĕркеленĕ “Çамрăклăх” эстрада ушкăнĕ пурне те илемлĕ юрăпа тыткăнларĕ. Первомайскисем вĕсенчен юлмарĕç. Сăкăтсем вара такмаксем шăрантарчĕç. Вырăс, чăваш, тутар юррисем янăраса çеç тăчĕç. Куракансем ташăсем те пăхса савăнчĕç.
Каярах спорт вăййисем пуçланчĕç. Вĕрен туртассине, пăшал сÿтсе пуçтарассине, урапа туртса чупассине тата ыттисене те каччăсемпе хĕрсем хаваспах хутшăнчĕç.
Кашни ял тăрăхĕнчи çамрăксем хуранпа яшка пĕçерсе, чей курăкĕ вĕретсе сăйланчĕç.
Уява пĕтĕмлетнĕ хыççăн Сăкăтсем пĕрремĕш, Çĕнĕ Ахпÿртсем – иккĕмĕш, Первомайскисем виççĕмĕш вырăнсене йышăнни палăрчĕ. Вĕрентÿ пайĕ вĕсене грамотăсемпе парнесем парса хавхалантарчĕ.
А. АНТОНОВА.