АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усрава илнĕшĕн – 300 пин

30 июня 2012 г.

Чăваш Енри çемьесем ача усрава илнишĕн малашне 300 пин тенке тивĕçĕç. Çакăн çинчен калакан саккун проектне правительство ырланă. Патшалăх ку пулăшăва çемьене пĕр хутчен парĕ. Пособие тивĕçес тесен ачана хамăр республика территорийĕнчен усрава илмелле. Саккун проектне тăлăхсене, ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕсĕр юлнăскерсене усрава илнĕ çемьесене хавхалантарас тĕллевпе хатĕрленĕ. Çакнашкал шăпаллă ачасене Чăваш Енре çулсерен 500-тен пуçласа 700 таран шута илеççĕ.

– Юлашки вăхăтра ача усрава илес текенсен йышĕ чакрĕ. Унсăр пуçне пирĕн пепкесем ытларах ют çĕр-шыври çемьесене лекеççĕ. Эпир çак проекта ачасене хамăр тăрăхрах хăварас тата вĕсем валли кирлĕ услови туса парас тĕллевпе хатĕрлерĕмĕр, – тет ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов.

Министерство кăтартăвĕ тăрăх 2009 çулта республикăра 90 тăлăх ача çемье хÿттине лекнĕ, 2010 çулта – 80, 2011 çулта вара – 63. Вĕсенчен ытларахăшĕ паян ют çĕр-шыври çемьесенче пурăнаççĕ.

Усрав ачасемшĕн тивĕçекен 300 пин тенке 2015 çултан пама тытăнĕç. Çак тĕллеве пурнăçлама республика бюджетĕнчен 9 млн тенке яхăн укçа палăртрĕç. Саккун проекчĕн авторĕсен шухăшĕпе çемьен патшалăх пулăшăвне иличчен виçĕ çул шанчăка тÿрре кăларма тăрăшмалла.

Укçана каялла тавăрса памалли пирки те палăртнă саккунра. Енчен те ашшĕ-амăшне ача правинчен хăтараççĕ пулсан патшалăх паракан нухрата судпа шыраса илĕç.

Çакнашкал ырă пуçарусем ытти регионта тахçанах йĕркеленнĕ. Сăмахран, Буряти тата Пушкăрт республикисенче ача усрава илнĕ çемьесене 250 пин тенкĕ парса (пĕр хутчен) хавхалантараççĕ, Калининград обла-çĕнче – 660 пин тенкĕ, Мускавра – 500 пин тенкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика