АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçахăн ĕçлесе юсанмалла

30 июня 2012 г.

Район прокуратури полици уйрăмĕпе пĕрле кăçалхи пилĕк уйăхра хăрушă преступленисем тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Вĕсен шучĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе пĕр пекех. Çакă чăн малтанах граждансен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе тимлекен пайсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕрле тăрăшнин, профилактика ĕçне тивĕçлипе туса пынин результачĕ.

Асăннă тапхăрта хăрушă преступлени тăвасси тата çын пурлăхне вăрласси чакнă. Анчах та çав вăхăтрах обществăлла вырăнта, çав шутра урамра хăрушла ĕçсем тăвасси ÿснĕ: пĕлтĕр вĕсен шучĕ 13 пулнă, кăçал вара 22 çитнĕ. Ÿсĕрле пулнă преступленисем те пĕлтĕр-хинчен ытларах.

Тепĕр пăшăрхантаракан ыйту вăл – çемьере ачисем ашшĕ-амăшне кÿрентерни, вĕсем çине алă çĕклени. Нумай пулмасть районти миравай суд Анат Туçари пĕр çамрăк ячĕпе айăплав кăларчĕ. Çакскер 22 çула çитсе темиçе хутчен те тĕрмере ларса тухнă, анчах хăйĕншĕн тĕрĕс пĕтĕмлетÿ туман. Çăмăлттай каччă судпа айăпланни пĕтмесĕрех тепĕр преступлени туса хунă. Малтан вăл хăй пурăнакан килĕнчи картишĕнче нимĕн сăлтавсăрах амăшне хĕнеме пикеннĕ. Ăна курса ашшĕ ачине чарма пуçланă. Çакă, паллах, чăрсăра килĕшмен. Ун хыççăн вăл нумай шутласа тăман, ашшĕпе амăшне те çапса, тапса хĕненĕ, пит-куçне суранлатнă. Следстви органĕсемпе суд тĕпченĕ тăрăх, ниçта та ĕçлемен çамрăка укçа кирлĕ пулнă иккен. Çакăншăн вăл хăйне чун панă çынсене кăвакартичченех патак çи-тернĕ.

Кун пек чухне саккун çирĕп. Ашшĕ-амăшĕ ывăлне каçарнă пулсан та, суд хăйĕн йышăнăвнех кăларнă: ăна каллех ирĕк прависĕр хăварса çичĕ уйăх таранччен ĕçлесе юсанма ăсатнă.

Ю.ФУРАЖНИКОВ,

район прокурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика