30 июня 2012 г.
Хăра-хăрах пырса та пăхкаланă. Юпана арман чулĕ йышши чултан тунă. Ун çинче араб саспаллисем те палăратчĕç. Легенда тăрăх, çак вырăнта тутар-монголсемпе çапăçнă вăхăтра вилнĕ пĕр паллă çар пуçне пытарнă-мĕн. Пĕр çулхине чула трактор плугĕпе çаклатса тÿнтерсех янăччĕ. Каярахпа тÿрлетсе ун йĕри-тавра карта тытса çавăрнăччĕ. Тутар Тимешсем тирпейленĕ тетчĕç. 1985 çул патне таврăнар. Ун чухне Тутар АССР наука тĕпчев институчĕн археологи уйрăмĕн экспедицийĕ килчĕ. Вĕсене пулăшма шкул ачисене те явăçтарнăччĕ. Вăл вăхăтра хам шкулта ĕçленипе час-часах çакăнта пулма тиветчĕ. 200 тăваткал метр çинче 25 çын скелетне чавса кăларчĕç. Шăмăсем 0,5 – 1,0 метр тарăнăшĕнчех выртатчĕç. Мĕншĕн тесен, масар сăрт айккинче вырнаçнă. Темиçе çĕр çул хушшинче (юлашки вăхăтра сухалама та пуçласан) çумăрсем, çурхи шывсем тăпрана юхтарса кайнă. Çынсене тупăкпа мар, çĕр çине вырттарса, аллисене пÿ тăрăх тăсса, çиелтен кункăра пек чавнă хупăпа хупланă. Пуç вĕçне йывăç юпа лартнă. Шăтăксенчен тимĕр çĕçĕ, хуçăлнă çурла, хаклă мар çĕрĕсем, XVII – XVIII ĕмĕрсенче кăларнă кĕмĕл укçасем тупăнкаларĕç. Вилнĕ çынсен çăварне пăхăр укçасем хыптарнă пулнă. Хĕрарăмсене эрешĕсемпе пытарнă. Весен хушшинче кĕленчерен тунă шăрçасем, бисер, ракушкăсем тĕл пулатчĕç.
Экспедици ертÿçи Галина Ивановна Дроздова ку масар çине XVII – XVIII ĕмĕрсенче тĕне кĕмен чăвашсене пытарнине палăртрĕ. Чул юпа – çак масарăн кăнтăр-хĕвел тухăç кĕтесĕ. “Унта мусульмансен миссионерне пытарма пултарнă”, терĕ. Каярахпа 1806 çулта ÿкернĕ ялăн карттине тупсан, унта çак масара “Кладбище некрещеных чуваш” тесе паллă тунине куртăмăр.
Çапах та мĕнле килсе лекме пултарнă-ха ку вырăналла мусульмансен миссионерĕ;
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Атăл тăрăхĕнчи тĕне кĕмен халăхсене (язычниксене) Христос тĕнне йышăнтарма Хусан ханствине пĕтерсе хунă хыççăнах хăтланса пăхнă. Çав тĕллевпе ялсем тăрăх вырăс пачăшкисем çÿренĕ. Вĕсем çĕнĕ тĕн çинчен ăнлантарнă. Анчах та пĕр сăмах та чăвашла ăнкарман пуппа вырăсла пĕлмен чăваш пĕр-пĕрне ăнланайман. Çав вăхăтрах ислам тĕнне сарас енĕпе ĕçлекен çынсем те пулнă. Ĕлĕкхи чăваш тата тутар чĕлхисем çывăх пулнине кура чăвашсемшĕн тутар миссионерĕсем çывăхарах тăнă. Темĕнле ăнланман Христос тĕнне йышăниччен ислама куçса чылай чăваш тутара тухнă. Уйрăмах çак пулăм Атăлăн сулахай енче пурăнакан чăвашсен хушшинче анлă сарăлнă. Çакна курса ирĕк-сĕрлесе Христос тĕнне йышăнтарма чарăнаççĕ, тĕне кĕнĕ чăвашсем те майĕпен каялла язычествăна куçаççĕ. Чул юпа айĕнче те Кивĕ Ахпÿрт е Çĕнĕ Ахпÿрт таврашĕнче ĕçлесе пурăннă пĕр-пĕр мусульман миссионерĕ выртать пулĕ (Кивĕ Ахпÿрт Пăла шывĕн сылтăм енне куçса лариччен икĕ ялăн пĕр масар пулнă).
Кивĕ масар çинчен çырнă чух çакна асăнса хăвармалла. Пĕр шăтăкран салтак пулнă çыннăн скелечĕ тухнăччĕ. Аллинче пĕр 30 см вăрăмăш çĕçĕ, урисенче çĕрсе пĕтмен хура сăран атă, кĕли çинче кавалеристсен шпорĕ пурччĕ. Ăçтан килсе лекнĕ ку масар çине салтак; Çакăн çине К. Е. Лекеров таврапĕлÿçĕ хăйĕн “Тăван ялăм, савнă ялăм” кĕнекинче çапла хурав парать. “Апла пулсан, 1361-1388 çулсенче шпорсем пулма пултарни тавлашуллă, пулман та-тĕр; вăл салтак 1552 çулта август уйăхĕнче Иван Грозныйпа Хусан Çар çыннисем пирĕн Хула çырми çинчи çапăçура вилнĕ салтаксенчен пĕри пулма пултарать”. Ку паллах питĕ пысăк йăнăш. Пĕрремĕшĕнчен, Тамерлан килсе кайнă хыççăн пирĕн тăрăхра вăрçăсем тек пулман. 1552 çулта Мускав çарĕн салтакĕсен ĕлĕкхи пăшалсемпе (пищальсем, бердышсем) хĕç-пăшалланнă. Çак çул çапăçу пулсан вăл вăхăтри хĕç-пăшал юлашкисем юлмаллах пулнă ĕнтĕ. Хула çырминче ун пекки тупăнман. Иккĕмĕшĕнчен, малтанах каланăччĕ, Кивĕ Ахпÿртсем ку тăрăха 1634 çулта куçса килнĕ. Тепĕр 50 çултан Çĕнĕ Ахпÿртсем уйрăлса тухса хальхи вырăна килсе ларнă. Куратпăр ĕнтĕ, 1552 çулта нимĕнле масар та пулма пултарайман. Хула çырми çинчен çырнă чухне каланăччĕ ĕнтĕ, хулана 1552 çул хыççăн тепĕр хут туса лартнă. Касим мишерĕсемпе пĕрле хĕсметре тăма чăвашсене те явăçтарнă пулнă. Пĕр-пĕр тĕне кĕмен чăваш салтакĕн юлашки выртать ĕнтĕ çак шăтăкра.
Пушкăрт
масарĕ
Çĕнĕ Ахпÿртĕн çурçĕр хĕвел тухăç енче Çăкал текен пысăк çырмана Кĕçĕн маччи çырми юхса кĕрет. Хĕрринчи лаптăка “Пушкăрт масарĕ” теççĕ. (Халĕ унта колхоз сад ĕрчетнĕ.) Мĕнле пушкăртсене пытарнă-ха кунта;
Историнчен пĕлетпĕр ĕнтĕ, авалхи пушкăртсем хальхи Пушкăртстан вырнаçнă çĕртех пурăннă. Вĕсем Атăлçи Пăлхарсен кÿрши пулнă. XIV ĕмĕрте те вĕсем хăйсен лаша, сурăх кĕтĕвĕсемпе куçса çÿренĕ пулсан та пирĕн тăрăха ниепле те килсе çаврăнайман. Килес тесессĕн те вĕсен Атăлçи Пăлхар çĕрĕ урлă, Атăл урлă каçмалла пулнă. Ун пек инçе çул тума вĕсем ниепле те пултарайман. Пĕрремĕшĕнчен: Пăлхарсем хăйсен уй-çаранĕ тăрăх кĕтÿсем хăвалама ирĕк пама пултарайман, иккĕмĕшĕнчен, Атăл урлă лаша кĕтÿне каçарма пулĕ-ха. Ĕне-сурăха каçарма пулайнă-ши;
Тата “масар” тени пĕр е икĕ çын пытарнă вырăна пĕлтермест. Масар тума çынсен пĕр вырăнта вуншар-вуншар е çĕр çул пурăнмалла. Анчах эпир нимĕнле истори çăл куçĕнче те пушкăртсем пирĕн республика территорийĕнче пурăннине кăтартакан тĕслĕхсем пуррине пĕл-местпĕр.
Эпĕ хамăн шухăша пĕлтерем. Пирĕн мăн асаттесем Хула çырминче хĕсметре тăракан мишерсене пушкăртсем тенĕ пулĕ. Мишер салтакĕсене, вĕсен çемйинчен кам та пулсан вилсен ăçта та пытармалла пулнă вĕт-ха. Çĕр çул хушшинче (1552-1654 ç.ç.) самаях çын вилнĕ. Хăйсене валли масар тума, шыв илмен çÿлĕ сăрт çамкине суйласа илнĕ. Ку масара никам та тĕпчемен. 1993 çулта Каховский студентсемпе археологи шыравĕсем тума килнĕччĕ. Вĕсен тĕллевĕ “Пушкăрт масарне” тĕпчесе пĕлесси пулнă. Анчах та масар вырăнне тĕрĕс кăтартакан тупăнман. Вĕсем çырман сылтăм енчи уçă вырăна шурфсем чавса пăхнă, нимĕн те тупайманнипе пăрахса кайнă. Эпĕ вăл вăхăтра колхозра ĕçленипе кун çинчен пĕлмен.
Пушкăрт масар вырăнне мана аттен шăллĕ, Матви тете (1914 çулхи-скер), мунча чулĕ пуçтарма кайсан кăтартнăччĕ. Çак масара тĕпчени хамăр тăрăх историне тарăнрах пĕлме май па-рĕччĕ.
В. ЛЮКИН,таврапĕлÿçĕ.
Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕ.