30 июня 2012 г.
Чылай çĕр-шыври йăла-йĕрке тăрăх, венчете тăракан хĕрĕн мĕн те пулин кивви тата çĕнни, кăвак тĕслĕ тум тăхăнмалла. Чиркĕве кайиччен пĕр-пĕр япала кивçен илмелле.
“Кивви” тесе анне парнине калаççĕ. Асăннă япала çемьере çураçу, килĕшÿ, йĕрке пулассине пĕлтерет. Çĕнни пурнăç çĕнĕлĕх-семпе савăнтарасса шантарать. Кăвакки – юрату, сăпайлăх, шанчăклăх палли. Чиркĕве кайиччен арăм пулма килĕшнĕ хĕр телейлĕ хĕрарăмран мĕн те пулин илни хăйне пехиллесе ырă суннипе танлашать.
Пĕркенчĕк айĕнчи чиперккене пÿрте йăтса кĕресси анлă сарăлнă. Ку – авалтан пыракан йăла. Мăн асаттесен ĕненĕвĕпе венчет çĕрри тăхăнма килĕшнĕ хĕре усалсем пăсма, куç ÿкерме пултараççĕ. Çавăнпа ăна яшăн йăтмаллах, хÿтĕлемеллех.
Мăшăрлану керменĕнчен çырăнса тухнă çĕнĕ мăшăра тырăпа, кĕл чечек çеçкипе, укçапа, канĕхветпе сапни çемье çирĕп, ача-пăчаллă, пуян, пурнăçĕ пылак пултăр тенине пĕлтерет. Пăсасран тата куç ÿкесрен качча каякан хĕрĕн пуçне, питне пĕркенчĕкпе хуплаççĕ. Пĕркенчĕк – тасалăх, управ палли.
“Çĕнĕ çынсене” çавра çăкăрпа кĕтсе илеççĕ. Кам пысăкрах çыртать – çавă çемье “пуçĕ” пулать имĕш.
Çĕнĕ мăшăр телейлĕ пулас тесе туйра турилкке çĕмĕрет, çапла майпа ывăл е хĕр çуралассине палăртать. Пысăк ванчăксем – арçын ача, пĕчĕккисем малтан пике çут тĕнчене килессине систереççĕ.