АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тутанса курман «çимĕç» тутлă пек те...

30 июня 2012 г.

Пурнăçра пĕр йăнăш утăм ĕмĕрлĕх суран туса хăварма пултарать. Шел пулин те, кăна çулсем иртсен çеç ăнланатпăр. Çамрăк чухне мĕн хыççăн мĕн пулассине шута илместпĕр. Пурне те пĕлес, юраман “çимĕçе” те тутанса курас килет.

Юлашки çулсенче яш-кĕрĕм хушшинче мăшăрлă пурнăçпа ир пурăнакансем йышланса пыраççĕ. Кун пек чухне çие юласси те часах. Кирлĕ мар, планламан пепкерен хăтăлас тесе чылайăшĕ çураличченех “вĕлереççĕ”. Çавăн пеккисем хушшинче кайран чĕрçи çинче ача сиктерейменнисем те пур. Хăй вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕпе, тухтăрпа канашланă, тĕплĕн шухăшланă пулсан йывăр лару-тăрăва лекмĕччĕç.

Ар çыхăнăвне кĕрекенсене валли сыхланмалли тĕрлĕ мел сĕнме пулать. Анчах венчет çĕрри тăхăничченех упăшкипе арăмĕ пек пурăнма васкамалла мар. Хальхи вăхăтра венери чирĕсем анлă сарăлни пирки те асрах тытмалла. Пĕрре е иккĕ курнă çынпа хутшăнăва кĕме асăрханмалла.

Сыхланмалли мелсене пилĕк ушкăна пайлама пулать:

– чи шанчăкли – çемье çавăричченех ар çыхăнăвне кĕменни;

– ар çыхăнăвне вăхăтсăр татни. Ку мел шанчăклах мар;

– презервативпа, диафрагмăпа усă курни;

– гормоналлă таблеткăсем ĕçни;

– пысăк эффективлă мелсенчен пĕри – спираль лартни, стерилизаци туни.

Таблеткăсем ĕçни те сыхланма пулăшать. Паян нумайăшĕ çак мелпе усă курать. “Марвелон”, “Мерсилон”, “Мигрогинон 30”, “Триквилор” ятлă эмелсене ятарласа çамрăксене валли туса кăларнă. Анчах та тухтăрпа канашламасăр усă курма юрамасть. Кашни çыннăн организмĕ тĕрлĕрен, çакна асра тытмалла.

Т. ЖИРНОВА,

врач-гинеколог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика