АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тулă пире тăрантарĕ-ши;

04 июля 2012 г.

Экспертсем шутланă тăрăх 2050 çул тĕлне Çĕр чăмăрĕ çинче пурăнакансен йышĕ 9 миллиардран иртмелле. Вĕсене тăрантарма хальхинчен икĕ хут ытларах тĕш тырă, рис, куккурус туса илмелле. Тыр-пул тухăçĕн ыйтăвĕ нихçанхинчен те çивĕч.

Анчах çĕр пулăхлăхĕ чакни çак тĕллеве пурнăçлама хытах кансĕрлет–мĕн. Тăпрари минерал (тăвар) шайĕ ÿснипе ял-хуçалăх культурисен тухăçĕ чакса пынине палăртаççĕ специалист-сем.

Çавăнпа паян тĕнчери селекционерсем сортсем кăларас енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ, весен минерал хутăшĕсемлĕ тăпрара та аван тухăç парас шанчăк çуралнă. Ку енĕпе Австрали ученăйĕсем ăнăçлă сăнавсем ирттернине палăртмалла. Вĕсем лаборатори тĕпчевĕсене унчченех тишкернĕ, пĕтĕçлентернĕ çĕнĕ сортсем лайăх тухăçпа савăнтарнă темелле. Уя аксан вара кăтартусем чакнă. Çакă селекци ĕçне малалла тăсма хистет.

Австриецсен пирвайхи ăнăçăвĕсемпе Бангладешра, Тунисра, Пакистанра, Индире питĕ интересленеççĕ. Унти ученăйсем те туллăн вырăнти сорчĕсене пĕтĕçлентерме тытăннă. Халь-лĕхе пысăк тухăç илнĕ теме иртерех-ха. Сăмах май, туллăн çемçе тата хытă сорчĕсемпе Раççей ученăйĕсем те сăнавсем ирттереççĕ: лабораторире те, хирте те. Минерал хутăшĕсемлĕ çĕр çинче ÿсекен культурăсен малашлăхĕ пур теççĕ специа-листсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика