04 июля 2012 г.
Çуллахи вăхăтра районти хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем пĕрин хыççăн тепри черетленсе пыраççĕ. Халĕ выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма хĕрсех утă хатĕрлеççĕ. Курăкран пушаннă анасене вара сухаласа кĕрхи культурăсем акма çĕр тăваççĕ. Районĕпе ĕçе 1425 гектар пурнăçланă. Çакă палăртнин 29,8 проценчĕпе танлашать. Ăна “Красное знамя”, “Сидели” тата “Куликов” ячĕллĕ фермер хуçалăхĕсенче аван йĕркеленĕ.
– Кĕрхи культурăсене çулленех акса хăваратпăр эпир. Вĕсем çуркуннехи ĕç калăпăшне чакараççĕ тата йĕркеллĕ хĕл каçсан кĕтнĕ тухăçа илме май параççĕ. Хăш-пĕр чухне çулпа çул пĕр пек килменни çеç чăрмантарать. Паянхи куна В. Емелюковпа В. Николаев механизаторсем 150 гектар сухаланă. Пĕр çул ÿсекен курăксен анине пушатса пынă май çĕр хатĕрлес ĕçе малалла та тăсатпăр,–тет “Сидели” хуçалăх ертÿçи А. Иванов.