04 июля 2012 г.
Июлĕн 4 – 22-мĕшĕсенче пирĕн республикăра пĕтĕм тĕнчери Кокель ячĕллĕ пленэр улттăмĕш хут йĕркелеççĕ. Ÿнер ăстисем малтан Атăлăн сулахай çыранĕнчи “Заволжье” çут çанталăк паркĕнче пулаççĕ. Юлашки эрнине Турханта ирттереççĕ. Пленэр координаторĕ – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх унивеситечĕн профессорĕ Владимир Васильев.
Пленэр йeркелÿçисем, малтанхи пекех, çаксем – Патăрьел район администрацийĕ, Турхан ял тăрăхĕ, “Хастар” ЯХПК, Раççей художниксен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕ, Украина Наци художникĕсен союзĕн Харьковри организацийĕ, ЧПУ, “Чувашия” санатори.
Пилĕк çулта пленэра хутшăннисем 500-е яхăн картина ÿкернĕ. Вĕсен пĕр пайĕ Алексей Кокелĕн тăван ялĕнче юлнă, 100-шĕ Чăваш патшалăх университечĕн ÿнер музейĕнче упранаççĕ. Çак тапхăрта пленэрта Украинăри, Раççейри паллă художниксем пулнă. Асăннă пулăм чăннипех икĕ çĕр-шыв, тĕнче пултарулăх лабораторийĕ темелле. Çыхăнусен çăл куçĕ – туслăх, хавхалану. Украина Наци художникĕсен Харьковри уйрăмĕн ертÿçи Виктор Ковтун Турхан çĕрĕ çинче тăватă хут пулнă. Харьков патшалăх дизайнпа искусствăсен академийĕн аспиранчĕсем Алексей Кокелĕн Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнчи ĕçĕсене реставрациленĕ.
(Хамăр корр.).