04 июля 2012 г.
Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталаннă май ялсенче мини заводсемпе цехсем уçăлма пуçларĕç. Çакă Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономикишĕн кăна мар, вырăнта пурăнакансемшĕн те лайăх. Хăть мĕн тесен те, ĕç – пурнăç тыткăчи-çке. Çурт-йĕре тытса пыма та, ачасене тумлантарма та укçи-тенки аванах кирлĕ. Мускава, Питĕре е тата ытти хуласене вăй хума кайсан та сахал кĕмĕлпе е пачах унсăр килнине шутласан, килтинчен лайăххи нимĕн те çук.
Ялсенче выльăх-чĕрлĕх тытакансем йышлă. Хăшĕ-пĕри 4–5 ĕне усрать. Чылай чухне вĕсем: “Мускав укçине мана ĕнесем параççĕ”, – теççĕ. Тĕрĕсех те пуль. Çын кĕсйинчи укçана шутлама хушман та-ха, апла пулин те пĕр выльăх паракан сĕте сутса уйăхне 4–5 пин тенкĕ кĕрет. Бизнеспа ĕçлекенсем сиплĕ шурă шĕвеке хатĕрлесе кăларассипе те аван тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть “Молоко Поволжья” фирма Туçара хăйĕн цехне уçрĕ. Халăхран пуçтарнă сĕте халь кунтах тирпейлеççĕ. Унтан тунă 10 тĕрлĕ ытла продуцие Чĕмпĕр тата ун таврашĕсенче, район территорийĕнче хапăлласа туянаççĕ. Талăка 20 тонна яхăн кĕрекенскертен чăкăт, хăйма, кефир, йогурт тата ытти те хатĕрлеççĕ.
Цехра икĕ сменăпа 30 çын тăрăшать. Туçара пурăнакансем кăна мар, ытти ялсенчен те вăй хураççĕ кунта.
– Укçа тÿлесен мĕншĕн ĕçлемелле мар; Килте ларнипе пире никам та пĕр пус памасть, – терĕ кунти пĕр рабочи. Пĕчĕк завод хăватне пысăклатса пынăçем тăрăшакансен шутне тата ÿстерме планлаççĕ.
Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма республика, район нумай тăрăшать. Малашне те çапла пултăрччĕ.
О. ПАВЛОВА.