04 июля 2012 г.
Патăрьелĕнчи 240 ача вырнаçмалăх реконструкцилекен шкул çулне çитменнисен учрежденийĕн шалти стенисене сăрлама пуçланă, хатĕр пÿлĕмсене сĕтел-пукан вырнаçтарма тытăннă. Çавăн пекех Шăнкăртамри ача садне тăвасси те малалла пырать. Кунта тăррине витнĕ, шалтан штукатурка тунă, пушар вăхăтĕнче усă курмалли картлаçа вырнаçтарнă. Халь сантехника ха-тĕрĕсене лартассипе тимлеççĕ. Ĕçлемелли тата нумай-ха. Учреждение хута яма республика нумай пулмасть хăйĕн бюджетĕнчен 16759,4 пин тенкĕ панă. Кăçал ку объекта валли 59184,7 пин тенкĕ тăкаклама палăртнă. Хальлĕхе республика тата район бюджечĕсенчен уйăрнă укçана 37862,0 пин тенкĕ усă курнă.
х х х
Раççей федерацийĕн Президенчĕ 2008 çулта кăларнă “1941 – 1945 çулсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансене хваттерпе тивĕçтересси” Указĕпе килĕшÿллĕн районта çурт-йĕр условине лайăхлатма 347 ветеранпа инвалид, тăлăх салтак мăшăрĕ черете тăнă. Вĕсенчен 282-не çурт тума е туянма укçа панă. Федераци бюджетĕнчен кăçал ыттисене валли те кĕмĕл уйăрнă. Çавна май çывăх кунсенчех 24 ветеран пулăшупа усă курма пултарĕ.
х х х
Ашшĕ-амăшĕ çук ачасене те патшалăх хăйĕн хÿттине илнĕ. Пĕлтĕр вĕсене валли 5940,0 пин тенкĕ уйăрнă. Çичĕ тăлăха халь тăвакан нумай хваттерлĕ хăтлă çуртра кĕтеслĕ пулма пулăшнă. Пĕрне вара иккĕмĕш алăран хваттер илсе панă. 2012 çулта республика бюджетĕнчен паракан укçапа пĕр çынна пурăнмалли вырăн тупса пама палăртнă.
х х х
Нумай ачаллă (çул çитмен 5 е ытларах ачаллисене) çемьесене çурт-йĕрпе ти-вĕçтерме пĕлтĕр 7126,4 пин тенкĕ тăкакланă. Виççĕшне хăтлă пÿртсем туса панă, пĕрне çĕнĕ çуртра хваттер илсе пама палăртнă. Кăçал республика бюджетĕнчен пирĕн района валли çак тĕллевпе 4830,4 пин тенкĕ уйăрнă.
х х х
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кăларнă “Çамрăк çемьесене çурт-йĕр условине лайăхлатма патшалăх енчен хушма пулăшу парасси” хушу кăларнă (ипотека кредичĕн процентне (4 процент) каялла тавăрса пама йышăннă). Пирĕн районтан асăннă программăна 20 çемье хутшăннă, иккĕшĕ кредит илсе хăйсен пурăнмалли условине лайăхлатнă.