04 июля 2012 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кашни çулах “Çулталăкри чи лайăх çамрăк специалист” конкурс ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ăна район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕнчи çамрăксемпе ĕçлекен центрĕ йĕркелет. Кăçал унта 35 çула çитмен çамрăксем 7 сферăран хутшăнчĕç. Ăмăртăва килнисем хăйсем çак профессие мĕншĕн суйласа илни çинчен презентацисем хатĕрлерĕç. Халиччен районти тата республикăри конкурссенче çĕнсе илнĕ грамотăсемпе, хисем хучĕсемпе портфолиона пуянлатрĕç. Тÿресене чи пултаруллисене суйласа илме çăмăлах пулмарĕ.
“Районти чи лайăх çамрăк медицина ĕçченĕ” хисепе Патăрьелĕнчи тĕп больницăра тăрăшакан М. Плечова неврологи врачĕ çĕнсе илчĕ. Марина Геннадьевна пирки пациентсем ырăпа çеç калаçаççĕ. “Вăл эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа сыватать”, – теççĕ.
“Обществăлла ĕçсенче палăрнă чи лайăх çамрăк специалист” ята Пикшик ял тăрăхĕн специалисчĕ Э. Алигберована пачĕç. Турханти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л. Осипова “Чи лайăх çамрăк вĕрентекен” пулчĕ. Вăл тĕрлĕ конкурса хăй кăна мар, вĕренекенĕсене те явăçтарать.
Йĕрке хуралĕн Патăрьелĕнчи участок полицейскийĕ И. Козлов “Йĕрке хуралĕнчи чи лайăх çамрăк сотрудник” пулчĕ. “Чи лайăх çамрăк ял хуçалăх ĕçченĕ” хисепе “Батыревский” пĕрлешĕвĕн юристконсультанчĕ Н. Ялуков тивĕçрĕ. Ун патне канаш ыйтма Патăрьелсем кăна мар, ытти ялсенчен те килеççĕ.
Муниципаллă службăра вăй хуракансенчен Первомайски ял тăрăх специалистне Е. Шашкинана “Чи лайăххи” тесе палăртрĕç. Первомайскинче библиотекарьте вăй хуракан Т. Степанова “Районти чи лайăх культура ĕçченĕ” хисепе тивĕçрĕ.
А. АНТОНОВА.