07 июля 2012 г.
САМАНА таппине кура районта тухса тăракан “Авангард” хаçат ытти полиграфи кăларăмĕсем пекех тĕрлĕрен тĕрĕслевсем витĕр тухрĕ. Пурнăç кăларса тăратнă йывăрлăхсене пула 1999 çулта унăн пичет “уйĕ” чакрĕ: вăл эрнере виçĕ хут вырăнне юнкунпа шăматкун тухса тăма пуçларĕ.
Халĕ районăн “чун апачĕ” вăй илсе, аталанса пырать. Пахалăхĕ те самай улшăнчĕ. Халĕ, акă, тепĕр çĕнĕлĕх. Вун виçĕ çул хыççăн малашне тăван хаçатăмăр ĕлĕкхи калăпăшпах сирĕн пата çитĕ – паянхи номер сакăр страницăллă!