07 июля 2012 г.
Чăваш Енри çамрăк вĕрентекенсем пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăхран пулăшу илĕç. Çакăн çинчен калакан указа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пусса çирĕплетнĕ. 35 çулчченхи çамрăк вĕрентекенсем ипотека кредитне тÿлеме компенсацие ти-вĕçĕç. Урăхла каласан, пурăнмалли çурт-йĕр тума е туянма илнĕ кредитăн тăкакне патшалăх вунă çул хушши 4 процентпа саплаштарĕ. Çавăн пекех документра çамрăк вĕрентекенсене çурт-йĕр çавăрнă чухне малтанхи тÿлевсене татма ипотека кредичĕн çирĕм проценчĕ чухлĕ субсиди уйăрса парассине те каланă.
Республикăри вĕрентÿ тытăмĕнче кадрсем ватăлса пыни сисĕнет. Ăста специалистсем ют регионсене ĕçлеме каяççĕ е ытти отрасле куçаççĕ, çавна кура шкулсенче çамрăк вĕрентекенсем çитменни палăрать. Патшалăх статистикин кăтартăвĕсем тăрăх 2011 çулхи сентябрь уйăхĕ тĕлне Чăваш Енри шкулсенче 35 çулчченхи 1468 вĕрентекен (учительсен пĕтĕм йышĕн 15,4 проценчĕ) ĕçленĕ, вĕсенчен 786-шĕ (53,5 процент) – хула шкулĕсенче, 682-шĕ (46,5 процент) – ял шкулĕсенче. Юлашки виçĕ çулта çамрăк вĕрентекенсен шучĕ 100 çын чухлĕ çеç ÿснĕ. Вĕсене çак професси илĕртменнин тĕп сăлтавĕ – çурт-йĕр ыйтăвĕ.
Паян 246 çамрăк вĕрентекен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси пирки пĕлтернĕ.
Чăваш Республикинчи районсемпе хуласенчи çамрăксем туянас текен çурт-йĕрĕн шутласа палăртнă вăтам хакĕ 1,2 млн ытла тенкĕпе танлашать. Ипотека кредичĕсен пирвайхи тÿлевсене субсидилемелли вăтам виçи – 240,6 пин тенкĕ.
2012 çулта çамрăк учительсене ипотека кредичĕ панă май тăкаксен пĕр пайне саплаштарма республикăна федераци бюджетĕнчен 9149, 6 пин тенкĕ субсиди уйăраççĕ. Республика бюджетĕнчен вара – 7486 пин тенкĕ.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем вĕрентекенсене çурт-йĕр çавăрма çĕр лаптăкĕсем уйăрса парĕç.
В. МАКСИМОВА.