07 июля 2012 г.
Юлашки çур ĕмĕрте çăмăл атлетика пирĕн республикăра тĕп спорт вăййи пулса тăчĕ. Тĕнче тата Европа чемпионачĕсенче кăна чăваш атлечĕсем çĕр ытла тĕрлĕ медаль çĕнсе илнĕ. Чăваш Енрен тухнă вăтăр ытла олимпиецран çурри – çăмăл атлет. XXV-XXVIII Олимп вăййисенче Валентина Егорова, Елена Николаева, Владимир Андреев тата Олимпиада Иванова ултă медале тивĕçнĕ.
Çакăнпах ĕнтĕ пирĕн шĕкĕр Шупашкарта час-часах Раççей чепионачĕсемпе пĕтĕм тĕнчери ăмăртусене ирттереççĕ. “Олимпийский” тĕп стадионта июлĕн 3-мĕшĕнче пуçланнă çĕр-шывăн черетлĕ чемпионатĕнче мала тухассишĕн 800 ытла спортсмен вăй виçрĕ. Чемпион ятне çĕнсе илекенĕ çак уйăх вĕçĕнче Лондонра пуçланакан юбилейлă XXX Олимп вăййисене хутшăнать.
Старта тĕрлĕ олимпиадăсенче тата тĕнче чемпионачĕсенче чапа тухнă спортсменсем те тухрĕç. Сăмахран, Татьяна Лебедева тăршшĕне сикекен (Волгоград) Сиднейра, Афинăра тата Пекинра пулса иртнĕ Олимп вăййисенче ылтăн, кĕмĕл тата бронза медальсем çĕнсе илнĕ, çĕр-шыв тата Европа рекорчĕсене лайăхлатнă.
Пирĕн республика чысне чемпионатра 17 спортсмен хÿтĕлет. Сăнă ывăтассипе Чăваш педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă Марина Максимова уйрăмах палăрчĕ.
Чемпионат июлĕн 6-мĕшĕнче вĕçленчĕ.
П. СИДОРОВ.