АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнĕн пурнăç пÿлĕнет;

07 июля 2012 г.

Кирек хăш ялта та тĕрлĕрен халăх пурăнать. Йăвашши те, усалли те, хастарри те, лÿпперри те, пуянни те пур. Çав вăхăтрах пурнăçа аран-çуран сыпăнтарса пыраканнисем те тупăнаççĕ. Вĕсем пĕр пысăк “çемьере” пулин те мăйăрпа йĕкел пекех ăрасна: ашшĕ те, амăшĕ те, ачисем те. Çакна пирĕн рейд бригади Шăхачра пулса тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Нумай пулмасть эпир Патăрьелĕнчи Тарасовсен çемйинче хÿтлĕх тупнă усрав ачасен пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарнăччĕ. Виçĕ чиперккен шăпи ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕ ăшне путнăран синкерлĕ çаврăнса тухнă пулин те, хĕр ачасем паян хăйсене телейлĕ тесе шутлаççĕ. Çемьере вĕсем валли мĕн пур услови пур: таса та тирпейлĕ, сĕтел тулли апат-çимĕç, яланах шукăль тумпа çÿреççĕ. Турă вĕсене чăнласах ырăпа çыхăнтарнă. Çав вăхăтрах тăван тĕпренчĕкĕсене ыйткалакан шайне çитернĕ ашшĕ-амăшĕ те пур.Тĕпрен илсен, унăн сăлтавĕ – ачасене чун панăскерсем наркăмăш серепине çакланни. Çакнашкаллисен пурнăçĕ кунсерен пÿлĕн-нĕçемĕн пÿлĕнсе пырать. Пепкисем те тивĕçлĕ воспитани илейменрен кирек хăш вăхăтра та усал ĕç туса хума пултараççĕ. Вăл çеç-и-ха; Вăхăтлă та кирлĕ пек апатланманран ĕмĕрлĕхех сывлăхсăр çитĕнесси те иккĕленÿллĕ мар.

Паян районта пурнăç условине кура ăнăçсăр тесе хак панă 31 çемье шутланать. Пысăках мар Шăхачрах виççĕ. Начар пурăнакансен “диагнозĕ” маларах хускатнă ыйтăвах. 35-40 çулсенчи М.,У., В. çемйисем час-часах шавлă та ÿсĕр ушкăнсенче савăнма кăмăллаççĕ. Кил-çурта тирпейлесси, ачисене кирлĕ пек апатлантарасси, тумлантарасси, вĕсене çирĕп сăнавра тытса тивĕçлĕ воспитани парасси иккĕмĕш вырăнта çеç. Çавăнпа чылай чухне çак тивĕç пурнăçланмасăрах юлать...

Пĕрремĕш чарăннă çурта нумай нушаланнă хыççăн çеç кĕрейрĕмĕр. Хĕрарăмпа пĕрле пурăнакан арçын ирех “ĕшеннĕ”, хуп турттарать. Пире курсан 5 класран вĕренсе тухнă арçын ача тарсах пытанчĕ. Илсе каясран хăрать-мĕн. Каярахпа çеç калаçăва хутшăнчĕ, анчах шикленсе те асăрханса çеç сăмахĕсене кăларчĕ. Çапах та амăшĕн час-часах пĕр сăлтавпа пуçĕ ыратнине, ăна хăйĕн меслечĕпе тÿрлетнине пытармарĕ. Хĕрарăм хĕрĕнкĕ чухне килте мĕнле йĕрке пулнине куç умне кăларма та хăрушă. Çавăнпах-ши пĕрле пурăнакан ватă кинемей те чĕререн уçăлма хăрарĕ. “Час-часрах килсе çÿрĕр-ха пирĕн пата...” терĕ çеç ыйтуллă куçĕсемпе.

Рейда тухнисене ытти çемьесем кĕртмерĕç те. Эпир çитнĕ çĕре хапхисем çине пысăк çăра çакса хунă. Кама улталаççĕ çапла хăтланса, камран пытанаççĕ – калама та хĕн. Ирĕксĕрех пĕр пĕтĕмлетÿ тăватăн: хура “списокри” çак çемьесене ирĕклĕ, иртĕхсе пурăнмалли пурнăç ытларах килĕшет.

Шутра тăракан ăнăçсăр çемьесемпе вырăнта мĕнле ĕçлени пирки ял тăрăх пуçлăхĕпе И. Васильевпа тĕл пулса калаçрăмăр.

–Кăчухне ялсенче чăнах та ĕçкĕ-çикĕ ăшне путнă çемьесем сахал мар. Ушкăнăн-ушкăнăн, пуçтарăнса “çăнăхтасем” тăваççĕ. Чылайăшĕн мăшăрĕсем Мускавра ĕçлеççĕ. Хĕрарăмĕсем вара иртĕхсе çÿреççĕ. Вĕсемпе уйрăммăн калаçатпăр, профилактика канашĕн ларăвĕсене те чĕнтеретпĕр. Анчах хăнăхнă йĕркерен уйрăласшăн мар. Ачисем шкулсенче уйрăм тимлĕхре. Чылайăшне тÿлевсĕр апат çитереççĕ. Ĕçкĕ-çике кăмăллакансем пурте вăйпиттисем. Çавăнпа та пысăк вăй-хăват çитерсе тĕрĕс çул çине çеç тăмалла пек... – тет Иван Федорович çак çемьесемпе кĕскен паллаштарса.

Юлашкинчен рейд бригади Патăрьелĕнчи йывăр шăпаллă тепĕр çемье патĕнче пулса пурнăç условийĕпе паллашрĕ. Кĕштĕк пек пĕчĕк те тăкăс пÿртре тăватă ача нушаланса ÿсет. Вĕсене сывлăхлă та тĕреклĕ çитĕнме кунта пĕр услови те çук. Тасамарлăхран усал чир çеç пуçланса ан кайтăр. Юнашарах çĕнĕ çурт купаласа лартнă, анчах ăна “тумлантарма” каллех вăй та, укçи-тенки те кирлĕ. Комисси членĕсем çак çемьене ял тăрăхĕн пулăшмалли майсем шыраса тупмаллине каласа хăварчĕç, инвалид хĕрачине Кукеçри интерната вырнаçтарасси пирки сăмах пуçарчĕç.

Çĕр çинче Турă панă пурнăçа тĕрлĕрен пурăнса ирттерме пулать. Анчах та вăл пÿлĕнесси, такăнасси пĕтĕмпех хамăртан килет тесшĕн.

Пирĕн рейд:

Д. ГАЙНУЛЛИНА, ачасен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе тимлекен районти уполномоченнăй представителĕ;

М. КОШКИНА,

райадминистрацин çул çитмен ачасен правине хÿтĕлекен комисси секретарĕ;

В. ДУМИЛИНА,

районти социаллă тивĕçтерÿ центрĕн

пай пуçлăхĕ;

А. ЕГОРОВА,

хаçат сотрудникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика