07 июля 2012 г.
Оксанăпа Владимир Красновсем Туçара çуралса ÿснĕ. Аслă шкул хыççăн пĕрлешсе вĕсем республикăн тĕп хулине тымар янă. Çемье яла час-часах килсе çÿрет. Икĕ ывăлĕ те асламăшне, кукамăшпе кукашшĕне тунсăхлаттарсах тăмаççĕ. Анчах каникулта та канăвĕ сахалрах кĕçĕннин. Футболла выляссипе республикăн пĕрлештернĕ командинче тăрать Данил. Иртнĕ çул вăл Кирова кайса килнĕччĕ. Кăçал Францинех çитнĕ. Халĕ Чул хулана çула тухма хатĕрленеççĕ.
Ача спорт енне туртăнасси – йăхран-йăха куçакан ырă ен. Ашшĕ – Владимир Константинович, кукашшĕ – Геннадий Васильевич Рыбкин – хăй вăхăтĕнче çăмăл атлетикăпа, волейболла, футболла выляса “Гвардеец” колхозăн, Туçа ял тăрăх, район чысне сахал мар хÿтĕленĕ.
Мăнукĕ кашни ăмăртуран çитĕнÿпе таврăнни аслă ăрусене савăнтарать.
А. ИВАНОВА.