07 июля 2012 г.
Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ шкулта вĕренекенсен ал ĕç выставкипе паллашма тÿр килчĕ. Ачасем çамрăкранах ĕçе хăнăхса пыни савăнтарчĕ. А. Янтыкова кружок ертÿçи каланă тăрăх, Р. Кирпичева, Л. Шарафутдинова, Э. Даутова, Г. Валиуллина, З. Хисамутдинова, Л. Пазюкова пуринчен те хастар иккен. Педагог ачасене тăван ен культурине те вĕрентет. Урокра тутарсемпе чăвашсен йăли-йĕркипе паллашнă май вĕсен пĕрпеклĕхĕпе уйрăмлăхĕсене те тишкереççĕ. Илнĕ пĕлĕве кружокра ĕçпе çирĕплетеççĕ. Наци тумĕсене ăста кăлараççĕ. Чăвашсен хушпăвĕпе тутарсен тюбетейкине вĕтĕ шăрçаран хатĕрлеççĕ, ачасене те килĕшет çакă.
Çăвăнмалли мунчаласем мĕн тĕрли çеç çук. Чĕр чунсен сăнарĕсемпе çыхнисене ашшĕ-амăшĕ те кăмăллать. Аслисене савăнтараканни татах та пур. Ачасем минтер пичĕсем, саппунсем çĕлеççĕ. Вĕсене вара шкул пухăвĕсенче, фестивальсенче, ярмарккăсенче сутаççĕ. Ĕçĕ çыншăн пулсан та вĕренни хăйсемшĕн пулнине ăнланаççĕ хĕр ачасем. Çавăнпа мĕн ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ.
А. ИВАНОВА.