11 июля 2012 г.
“Республика пуласлăхĕ эпир хамăр ачасем çине мĕнлерех пăхнинчен тата вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕнчен килет. Асăннă ĕç наци вăй-хăвачĕн аталанăвĕ, вăл конкуренци хуçаланакан хутлăхра пурăнма, наукăпа тачă çыхăннă производствăсенче ĕçлеме хатĕр пулнине витĕм кÿрет. Çакăн валли республикăра нумай ĕç тунă. Пирĕн ачасен 92 проценчĕ ытла хальхи çĕнĕ условисенче вĕренет”, – тенĕччĕ Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне 2012 çул валли янă Çырура. Чăнах та, хальхи вăхăтра ачасене шкулсенче вĕренмелли мĕнпур услови çителĕклĕ. Шкул çурчĕсене тытăмлăн юсасси, компьютерсене тата автобус паркне çĕнетес, хăрушсăрлăх тытăмне аталантарас ĕçсем малалла та тăсăлаççĕ-ха. Çавна май вĕренÿ çине тĕллевлĕн пăхакансем тĕплĕ пĕлÿ илме тăрăшаççĕ. Çакна хăш-пĕр тĕслĕхсемпе те çирĕплетме пулать. Кăçал 377 ача патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене пачĕ. Вĕренекенсен 96 проценчĕ тĕрĕслев витĕр чăрмавсăр тухрĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Елена Шадирякова вырăс чĕлхипе, Антон Тинюков химипе 100-шер балл пухрĕç. 17 выпускник пĕлĕвне вырăс чĕлхипе 90 балл ытларах парса хакларĕç. Пурнăç çулĕ çине тухакан 44 ача ылтăн, 11-шĕ кĕмĕл медальсем илчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Е. Краснова, Н. Карягина, Туçари вăтам шкулти И. Ябрукова учительницăсем ачасене олимпиадăсене, конкурссене явăçтарас ĕçе те тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн “Наставник будущих профессий” чыслă ятсене тивĕçрĕç.
Выпускниксем математикăпа вырăс чĕлхисĕр пуçне обществознанипе 201, биологипе – 132, физикăпа – 83, химипе 82-ĕн экзамен пачĕç. Каччăсемпе хĕрсем алла документсем илсе шкулсенчен тухса кайрĕç, ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсем пурнăçланччăрах вĕсен. Анчах мана паян пачах урăххи пăшăрхантарать. Уйăх каялла экзаменсем пынă кунсенче Шăнкăртамри, Патăрьелĕнчи, Первомайскинчи вăтам шкулсен алăкĕ умĕнче халăх хĕвĕшни. Ытти çулсенче ашшĕ-амăшĕ тата ытларах чупатчĕ. Вĕлле хурчĕ евĕр сырăнатчĕç вĕренÿ çурчĕсене. Кашни юхан-шывĕн хăйĕн юххи тенĕ евĕр майне пĕлсе пыраççĕ-ши е ачасен ăс-тăнĕ лайăхрах;
–Умлă-хыçлах тăватă çул экзамен памалла пулчĕ. Пăшăрханнăран малти виçĕ шăла тĕпĕ-тымарĕпех кăларма тиврĕ. Ачасем те япăх вĕренмеççĕ, çавах килте пĕр шухăшсăр лараймастăн, – тенĕччĕ икĕ ача амăшĕ ĕнси çинчи йывăр тиеве тĕпсĕр çырмана ывăтса янăн.
Ачуна çурат – хăвна савăнма, умна саппун çак – куççÿльне шăлма, текен сăмахсем пур пĕр юрăра. Тепĕр выпускникăн амăшĕ йĕпеннĕ куçĕсене шăла-шăлах çапла пĕлтерчĕ: “Манăн ывăлăм математикăпа çирĕп тăваттăлăх пĕлетех. Анчах экзаменра çухалса кайнă курăнать. Çав вăхăтрах уроксенче темăна ăнланнă-ăнланман ларнă вĕсен класĕнчи пĕр ачах лайăх паллă илнĕ. Хăйне вара вăхăтĕнче учительсем пĕр-пĕр професси училищине кайса пăхма çеç сĕннĕччĕ”,–терĕ теприн амăшĕ пăшăрханса.
Кашни çыннăн хăйĕн кун-çулĕ, телейĕ-ха. Çакна хирĕçлеме çук. Анчах тепĕр чухне шкулта лайăх вĕренсе пыракан ачах пурнăçра такăнать. Çул çинчи пĕрремĕш лакăмĕ вара вĕренсе тухнă чухне паракан экзаменранах пуçланать.
Тĕрĕслев витĕр тухмаллах ачасен. Çакна никам та хирĕçлемест. Пăшăрхантараканни вара урăххи. Вун пĕр çул çурăм хыçне сумкка çакса çÿренĕ кашни ача мĕншĕн хăй тĕллĕн экзамен тытаймасть; Вĕрентÿ программине кăткăслатса пынăран-ши е юлхав пусать вĕсене. Республика Пуçлăхĕ калашле, услови çителĕклĕ. Шкулсенче çеç мар, килсенче те кашнийĕн тенĕ пекех компьютер таранчченех пур. Çийĕсем питĕ, хырăмĕсем тутă, сывлăхлă. Енчен те шкул программине уроксенче ăша хывса пырсан пиллĕклĕх мар, виççĕпе танлашакан бала пуçтарма тивĕçлех пул ĕнтĕ ача.
Юлашки çулсенче репетитор текен сăмах пурнăçа кĕчĕ. Çав учителех вăл. Анчах кашни ачапа уйрăмшарăн ларма май тупаканскер. Кун-çул уттинчен юлар мар. Хирĕçлемĕпĕр. Ман шутпа, экзамена хатĕрлентерекен педагог ушкăн ачапа та çав ĕçех пурнăçлама тивĕç. Апла мĕншĕн-ха тĕрĕслев вăхăтĕнче хăш-пĕр лайăх вĕренекенсенех япăх балсем пулаççĕ; Ача шкултан вĕренсе тухнă чухне ашшĕ-амăшĕн мĕншĕн çакнашкал чупмалла; Çитĕнекен ăру пĕлĕвне хак параççĕ-çке, аслисенне мар.
А. АСТРАХАНЦЕВА.