АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçрен ÿркенмесен

11 июля 2012 г.

Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче пурăнакансем килти хушма хуçалăхра çĕрпе ĕçлессипе районти пуçаруçăсем пулнă. Унтанпа пĕр теçетке çул çеç те мар ĕнтĕ. Паян ялта капмар çуртсем чылай, кил сиктерсе çăмăл машина тытаççĕ. Хăшĕ-пĕрисен икшер-виçшер те пур. Л. Краснова, Г. Синеев, Ф. Савдеров, С. Михайлов, Е. Мартышкин, В. Артемьев, Ю. Тукмаков пахча-çимĕç çитĕнтерме ятарлă техника та туяннă.

Чылайăшĕ çĕр лаптăкĕнче сухан-севок, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, çĕр улми ÿстереççĕ.

Халиччен Филимоновсем патшалăх ĕçĕнчех вăй хунă-ха. Галина Петровна 33 çул райпона çÿренĕ: малтанхи саккăрĕшне товароведра ĕçленĕ, юлашкинчен склад заведующийĕ пулнă. Кăçалтан вара çемье çĕрпе ĕçлессине мала хучĕ. Мăшăрĕ те халиччен Патăрьелĕнче аптекăра водительте ĕçленĕ.

Ăрăва малалла тăсакансем иккĕн Филимоновсен. Ачисем аслă шкултан та вĕренсе тухнă. Оля качча кайса ашшĕпе амăшне мăнуклă тунă. Саша та çар тивĕçне пурнăçланă.

Ĕç çынна илем кÿрет. Çĕрпе пĕлсе усă курни çемье бюджетне тĕреклетет.

А. КАПИТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика