АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçталла утатпăр

11 июля 2012 г.

Геннадий Николаевич Архипов Етĕрне районĕнчи хресчен çемйинче 1956 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне пĕтернĕ хыççăн республикăри “Хыпар”, Етĕрне, Çĕмĕрле тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи хаçатăн корреспондентĕнче ĕçленĕ. 1990 çулта ăна ентешĕсем республика парламентне депутата суйланă. 1994 çулта вăл тепĕр хут Патшалăх Канашĕн депутачĕн мандатне тивĕçнĕ.

Канашăн культур а, вĕренÿ тата пичет комитечĕн председателĕ пулнă май Геннадий Николаевич республикăра чĕлхе тата культура çинчен ятарлă саккунсем кăларас тĕлĕшпе пысăк вăй хунă.

Г.Н.Архипов 1997 çултанпа Чăваш Наци Конгресне ертсе пырать, тĕнче тăрăх сапаланнă чăвашсене пĕрлештерес тĕлĕшпе нумай ĕç тăвать. Тухăçлă ĕçшĕн ăна «Чăваш республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят панă, Раççей федерацийĕнчи халăхсен Ассамблейин ылтăн медалĕпе , ытти хисеп паллисемпе наградăланă.

Пирĕн пурнăçра массăллă информаци хатĕрĕсен пĕл-терĕшĕ ÿссе пырать. Паян Интернет та çамрăксен, ÿссе пыракан ăру ăнтăлăвĕсене, тавра курăмĕсене никĕслет, вĕсене пысăк витĕм кÿрет. Чăваш халăхĕн, чăваш çамрăкĕсен ку тĕлĕшпе, шел те, хăйне май шăпа. Хамăра тĕрĕк халăхĕсен ушкăнне кĕртетпĕр пулин те, унăн халăхĕсен чĕлхисене ăнлансах каймастпăр. Тăван атте-анне чĕлхине манса пыратпăр. Йышăнар çакна, çак пулăма хак пама пултарар, вăй-хал çитерер. Шупашкарта пурăнакан хăш эрмен е чечен çемйинче ачи-пăчи тăван чĕлхепе калаçмасть; Тупма пултаратпăр-и ун пеккине; Çук. Тепĕр енчен, Чăваш халăхĕн хăш артисчĕн е чăваш чĕлхипе, культурипе çыхăнса ĕçлекен, шалу илсе тăракан çыннăн çемйинче тăван, çав тери çемçе, сăпайлă, илемлĕ чăваш чĕлхи хуçаланать; Çукпа пĕрех вĕсем. Шупашкарĕпе шутласан та икĕ алă пÿрнисем ытлашши пулĕç. Ытти çынсем пирки вара мĕн каламалли пур; Кашниех хăйĕн тĕпренчĕкĕн пуласлăхĕ, ăнăçулăхĕ вырăс е акăлчан чĕлхине вĕренсе ÿссен çеç çутă пулать тесе шухăшлать. Чăваш чĕлхи вара Шăхасантан иртсен кирлĕ те мар текен шухăш нумай чăваш пуçĕнчех çирĕпленсе ларнă. Чăваш чĕлхине араб паллисемпе усă курса янтăлама пултарнă, тĕнчипе суту-илÿ туса Атăл тăрăхĕнче кăна вун-вун хула çĕклесе цивилизаци тилхепине тытнă Пăлхар, Сăвар чăвашĕсем паян чăвашла уççăн калаçма вăтанаççĕ. Чăваш çырулăхĕ йĕркеленнине, тĕпрен илсен И.Я. Яковлевпа çеç çыхăнтарса, ÿссе пыракан ăрăва хамăрăн пуян та хăватлă, тăнчене кисретме пултарнă Аттила çинчен те, чапа тухнă чăваш патшисем çинчен те илтмен çамрăксем. Хăйĕн аваллăхĕпе палăрнă чăваш чĕлхи тĕнчери нумай чĕлхе аталанăвне витĕм кÿнĕ. Хăватлă та аслă вырăс халăхĕ паян кун та чăвашсен çĕр-çĕр сăмахĕпе хăйĕн чĕлхинче усă курать.

Ăçталла утатпăр эпир; Камран килет çак çитменлĕх; Республика Элтеперĕ те, министрĕсем те хамăрăн мар-и; Мĕншĕн эпир хамăрăн пуян та мăнаçлă историе пĕлместпĕр, чĕвĕл-чĕвĕл тăван чĕлхене ÿссе пыракан ăрăва парнелеместпĕр; Мĕншĕн эпир тăван халăх, асаттесен умĕнчи тивĕçе, парăма туйса пурăнмастпăр; Тăван чĕлхене таçта шăтăка чиксе хуратпăр, çакăн çинчен уççăн калаçма хăратпăр. Айри пуканпа мул çеç тăрса юлсан ăçта çитетпĕр эпир капла; ЮНЕСКО пире, чăвашсене, пĕтекен халăхсен шутне кĕртет. Икĕ çырав хушшинче кăна халăх шучĕ 200 пин ытла чакнă. Тутарсем чăваш Пăлхар хулинчен чăваш историне пăрса мăсăльмансен центрне туса хучĕç. Эпир вара çывăратпăр. Мĕн тума пулать; Ытлах шала кĕрсе кайиччен хамăр нĕсĕлсем умĕнчи тивĕçе пурнăçласа ним хăрамасăр, урăх нимех те тăвайманнине шута илсе, республика ятне улăштарма вăхăт çитмерĕ-ши; “Пăлхар – Чăваш Республики” темелле мар-ши;

Наци телекуравĕнче чăвашла калаçма кадрсем çитменни пирки сăмахларăмăр Культура министерствин пĕр ларăвĕнче. Ăçтан пулччĕр вĕсем; Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш факультетне кăçал 16 çамрăка çеç вĕренме илнĕ. Кун пекки пĕр республикăра та çук. Ректор шухăшĕпе çакăн сăлтавĕ факультет ĕçченĕсем абитуриентсемпе япăх ĕçленинче. Вăл та пур пуль, йышăнмалла. Анчах та тĕпчев çакна кăтарса пачĕ: университетра кăна мар, педуниверситетра та профессортан пуçласа ялти вĕрентекен таранах пĕр шухăша палăртрĕç – “чирлĕ” эпир, халăхăн пуласлăхĕ хăрушлăхра, абитуриентсем çукпа пĕрех. Тепĕр сăлтавĕ ЕГЭра. Факультета вĕренме кĕрес текенсем вырăс чĕлхипе экзамен тытассинчен хăранипе заявлени памаççĕ. Кирлĕ-ши çак экзамен чăваш факультетне вăренме кĕрекенсене; Хамăр çамрăклăха аса илетĕп. Ун чухне университетра ятарлă факультет та пулман, историпе филологи факультетĕнче пĕр уйрăм çеç пурччĕ – чăваш чĕлхипе литературин уйрăмĕ. 1977 çулта унта пире 50 çамрăка вĕренме илчĕç. Пĕр вырăна тăватă çынччĕ. Камсем вĕсем халĕ пирĕн вăхăтра чăваш уйрăмĕнче вĕреннисем; Нумайăшне халăхăмăр пĕлет: Борис Чиндыков, Геннадий Максимов, Геннадий Атрашкин писательсем, Алексей Леонтьев, Леонид Ильин, Вадим Вадимов, Александр Вражкин, Владимир Сарилов, Анатолий Абрамов, Геннадий Федотов журналистсем, Валентин Абрамов доцент, Владимир Рыбкин поэт, педагогика наукисен кандидачĕ Константин Портнов, Геннадий Дегтяров чĕлхеçĕ-куçаруçă, Олег Печников. Галина Абрамова, Виталий Михайлов, Зинаида Михайлова – шкулта чăвашла вăренмелли кĕнекесен авторĕсем, Валерий Комиссаров – çав кĕнекесене кăлараканĕ. Вĕсемшĕн эпĕ савăнатăп. Анчах малашлăх, паянхи лару-тăру мана канăç памасть.

Паллах, кирлĕ кадрсене хатĕрлес ĕçре республика нимĕн те тумасть тесшĕн мар эпĕ. Культура институтне уçни кăна мĕне тăрать. Вăл вăхăтра Патшалăх Канашĕн культура комитечĕн ертÿçи пулнă май хам та хутшăннă ку ĕçе. Анчах мĕнле усă куратпăр çав тупрапа; Чăваш культурине, чăвашлăха аталантармалли тĕп центр пулса тăнă-ши вăл; Вĕрентекенсем, студентсем камсем; “Чăваш чунĕ çук унта, ахаль ретри вĕрентÿ заведенийĕ çеç пулса тăчĕ вăл, çухатрăмăр ятарлă института”, – терĕç мана чăваш культуришĕн ĕмĕрне панă, халĕ унта ĕçлекен хăш-пĕр специалистсем. Студентсен хушшинче те чăвашла пĕлекеннисем сахаллансах пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе ятарласа институт ĕçлемест, унăн ертÿçисене вăл кирлĕ те мар пулĕ. Ĕç укçи пултăр, пуçлăхсем умĕнче йăпăл-йăпăл туни те çитет. “Чунсăр япала усăсăр”, – тенĕ ваттисем.

Ку тĕлĕшпе пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: Республика Элтеперĕ те, Патшалăх Канашĕ те халăх укçине культура валли уйăрмаççĕ мар. Паллах, сахалтарах. Акă, çамрăксен театрне тăвас ыйтăва 20 çул ытла çĕклетпĕр. Хĕрлĕ тÿремри “Чăваш амăшĕ” палăкпа Мускав кĕперĕ хушшинчи сĕвекре хăпарса лармаллаччĕ вăл. Ăна тума çĕр те уйăрнăччĕ пĕр вăхăтра. Халĕ ун вырăнне тĕлли-паллисĕр тума пуçланă “Сăвар” хăна çурчĕ куçа “савăнтарать”. (Сăваплă вырăна туртса илнĕшĕн чăваш турри çапларах хак пачĕ пулмалла çак пулăма). Унтанпа намăс вырăнсене кăтарти-кăтартми, купарчисене пăркаласа ташламалли çав тери чаплă, тĕлĕнмелле хăватлă керменсем пĕрре кăна мар çĕкленчĕç Шупашкарта. Çав вăхăтрах пĕр çĕнĕ театр та пулмарĕ. Çамрăксен театрĕн паянхи вырăсла репертуарне пăхсан – кирлĕ те мар-и; Чăваш халăхĕ ячĕпе йĕркеленĕ, 67 процент таран чăваш халăхĕ тĕпленнĕ республикăра пурăнатпăр мар-и эпир; Раççейре ун пеккисем чеченсем кăна.

Чăваш чĕлхине аталантарнăшăн, ача сачĕсенче, шкулсенче ăна кирлĕ таран вĕрентнĕшĕн , пĕр танлăх принципĕсене тытса пырса, культура учрежденийĕсенче чăваш культурине те хисепре тытнишĕн, наци лицейĕнче мĕн ачаранах чăн чăваш культуришĕн çунса тăракан, хăйсен пĕлĕвне малалла чăваш факультетĕсемпе культура институчĕсенче ÿстерме пултаракан ачасене хатĕрленĕшĕн кам айăплама пултарĕ пире; Сăлтавĕ хамăрта мар-и; Кам чарать пире кадрсен политикине тытса пыма, хуласен урамĕсене чăвашсен сăн-сăпачĕпе илемлетме, чăвашсен тĕп уявне – Акатуйне республика шайĕнче пĕтĕм тĕнчери чăвашсене чĕнсе, пĕрлештерсе, хамăрăн авалхи илемлĕхпе ирттерме; Пĕтĕм ĕç тĕллевĕсене, ытти халăх интересĕсене манмасăр, халăхăмăрăн пуласлăхĕпе çыхăнтарсан, çак политикăна тытса пырсан лару-тăру пĕтĕмпех ырă енне улшăнма пултарать. Республика ертÿçисен çакна манас марччĕ: халăхпа пĕрле пулсан кăна, наци интересĕсене шута илсен çеç “хура халăх” тĕрекне, вăйне туйма, халăх асĕнче юлма пулать. Шаймиев, Рахимов, Илюмжинов, Николаев пек. Паян вĕсем Мускавран тивĕçлипе пулăшу илсе тăраççĕ. Çеçпĕл Мишши те тăван чĕлхене маннăшăн, унăн шăпишĕн хуйхăрса чире кайса вилнĕскер, 20-мĕш çулсенче чунĕн ыратăвне çапларах палăртать:

“Пĕлтер мана,

тăван çĕр-шывăм!

Хăçан кăтартăн халăхна

Хăв чĕлхÿне хăват кĕртмешкĕн

Тĕнчене килнĕ ывăлна!”

“Мĕн акатăн, çав шăтать”, – тенĕ ваттисем. Эстрада юрăçисене япăх юрăсемшĕн вăрçатпăр, анчах та вĕсене вăрентекенсем пур-и пирĕн; Çук! Театр критикĕ пĕрре те пулин пур-и пирĕн халăхăн; Каллех çук! Чăваш композиторĕсем кирлĕ пире. Ăçта вĕсем;

Татса паман çавăн йышши вун-вун ыйтăва пăхса тухмасăр, пĕтĕмлетÿ тумасăр малалла каяс çук эпир. Енчен те ку пире кирлĕ мар тăк – пĕтер эппин, пĕтĕмпех вырăсланар. Анчах çакна манар мар: чăваш чĕлхи пулмасан Чăваш Республики те пулмĕ. Урăхла шухăшлатăр пулсан çанна тавăрса. тĕллевсем палăртса витĕмлĕн ĕçлер, ун çинчен халăхăмăра уçăмлăн пĕлтерер.

Геннадий АРХИПОВ,

ЧНК президенчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика