14 июля 2012 г.
РАÇÇЕЙ историйĕн çулталăкĕ Патăрьелĕнчи тĕп больница коллективĕшĕн ырă пулăмсемпе асра юлĕ. Кăçал шурă халатлисен пархатарлă ĕçне республикăри конкурсра пысăк хак панă, вĕсем “Яллă вырăнти чи лайăх сиплев учрежденийĕ” номинаципе пĕрремĕш диплом илме тивĕçнĕ. Савăнăçлă чыслав вĕсемшĕн пĕрремĕш мар: 2004 тата 2006 çулсенче те Гиппократ тупине йышăннисене çак ятпах саламланă.
Медицина ĕçченĕсен ячĕпе республикăри ветерансен канашĕн Президиумĕнчен тепĕр Хисеп хучĕ çитнĕ. Ăна вара ветерансемпе канăва тухнисен, çавăн пекех ытти çынсен сывлăхне сиплес тĕлĕшпе профилактика ĕçне тирпейлĕ туса пынăшăн тивĕçнĕ.