14 июля 2012 г.
Халĕ те моряксем пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн. Çакна тĕслĕхсемпех çирĕплетме пулать. Раççейри тинĕс çар флочĕн кунне вĕсем районĕпех пĕрле пуçтарăнса паллă тăваççĕ. Карап çинче службăра пулнисем хăйсен организацине те йĕркеленĕ. Патăрьелĕнче уйрăм палăк уçнă. Хастарсем юбилярсене чыслассине тĕпе хураççĕ. Саккăрмĕш теçеткепе пыракан В. Кудрявцевăн та салам сăмахĕ илтме сăлтавĕ пур – Вениамин Константинович çар службинчен таврăнни шăпах çур ĕмĕр. Вăхăт иртет, вăхăт шăвать çав, тавăрма çук каялла. Яш чухнехи ÿсĕмĕ Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче иртнĕ унăн. Çавăнпа та çичĕ класс вĕреннĕ хыççăн В. Кудрявцев малалла шкула утма шутламан, Канашри тракторист-машинистсене хатĕрлекен çулталăклăх курса кайса кĕнĕ. Мĕнпур техника ун чухне районсенчи машинăпа трактор станцийĕсенче тăнă. Çамрăк специалиста шăпах çавăнта ĕçе илнĕ. Вара вăл С-4 комбайнпа вырмана хутшăннă.
– Уйри тырăсене тÿрех вырса çапаттăмăр. Çулса кушăхтарса тăман. Кзыл Чишма хирĕнче ĕçлесе 110 гектар тĕшĕлерĕм. Аннене хушма тырăллă та тăвас тесен тата 5 гектар çапмалла иккен манăн. МТС директорĕ Патăрьел уйне кайса нумай çул ÿсекен курăк вăррине çапма сĕнчĕ. Хирĕçлемерĕм. Ун хыççăн тепĕр кĕтменлĕх пулчĕ. Çар комиссариатĕнчен салтака кайма повестка илтĕм,– каласа парать ветеран.
Эрнелĕх канупа усă курса каччă тус-юлташпа, тăвансемпе сыв пулашать. Çул Владивостока выртнă. Золотой Рог бухтăна çитсе вырнаçнă вăл. Çичĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн çар карапĕ çине кĕнĕ. Унта вара – хăйĕн пурнăç саккунĕ. Вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕсе кĕрсе каятăн та ишетĕн те ишетĕн. Çар службине пурнăçлакансем тăванран та тăван. Старшинасемпе командирсем атте-аннене улăштарнăнах туйăнаççĕ. Мĕншĕн çапла-ха; Туслăх çирĕпрен.
120 çын уйăхĕ-уйăхĕпе ишнĕ тинĕсре. Кашнийĕ хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлама тăрăшнă. Çулталăк, иккĕ, виççĕ... пурăннă пĕрле. Аслисен вырăнне çамрăксем килсе пынă.
– Тинĕс чÿхевне хăнăхма çăмăлах мар. Хум çапнă евĕр çыран хĕррине тухса ÿкекенсем те пур. Куç умĕнче ир те, каç та тĕпсĕр пĕлĕт те хумлă шыв чÿхенет. Палуба çине тухма та шиклĕ, – малтанхи сехĕрленĕвĕсене пытараймасть Вениамин Константинович.
Çар тумне çирен хывсан В. Кудрявцев тăван колхоза водителе ĕçе вырнаçнă. Унтан пĕлĕвне малалла тăсас тĕллевпе Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Малалла ĕç кĕнекинче ÿсĕм çулĕпе çырăннă йĕркесем каяççĕ. Вениамин Константиновича ял хуçалăх институчĕн механизаци факультечĕн дипломне илни Туçари вăтам шкула илсе çитернĕ. Кунта автоĕçе тытса пынă вăл.
– Ун чухне шкулсенче вуннăмĕшсем çеç 4 класчĕ. Пурте водителе е механизатора вĕренесшĕнччĕ. Аттестатпа пĕрлех техникăпа çÿреме ирĕк паракан документа илсе тухма май пулни лайăх-çке, – каласа парать Вениамин Константинович.
Вĕренÿ çурчĕ техникăран пуянччĕ ун чухне. ГАЗ-51 автомашина, Белоруссинче туса кăларнă пĕрремĕш МТЗ-80 трактор, автобус пурччĕ. Илнĕ теорие практикăпа çыхăнтарма аван.
Ăста кадрсене пĕр вырăнта тăратаймăн. В. Кудрявцева “Гвардеец” хуçалăхăн тĕп инженерĕ пулма куçараççĕ. Пилĕк çултан вара ял хуçалăх управленийĕн механизаципе электрификаци пайĕн тĕп инженерне лартнă. Куçса çÿрекен пиллĕкмĕш мехколонна ертÿçинче те 11 çул ĕçленĕ ĕнерхи моряк. Вениамин Константинович тапхăрĕнче организаци кĕр-кĕрлесе çеç тăнă. Унта Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски, Патăрьел прораб участокĕсем кĕнĕ. Ĕçĕ çителĕклех: хуçалăхсен фермисене механизацилемелле, шкулсене, ача сачĕсене ăшă системисем кĕртмелле тата ытти те. Ăста специалистсене кÿршĕ облаçсенчи предприяти-организаци те ĕç сĕнсех тăнă.
Паян тивĕçлĕ канура ветеран. Апла пулин те водительсене вĕрентес ĕçре те самай вăй хучĕ.
Халĕ шурсухал ял старостин тивĕçĕсене пурнăçласа пырать. Çак кунсенче актив ял уявне ирттерме хатĕрленет.
Ял хавалĕпе, кÿршĕ-аршăн савăнăçĕпе пурăнни ăна хавхалантарать. Мăшăрĕпе – Тамара Федоровнапа – виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Таньăпа Оля çемьеллĕ, ашшĕпе амăшне мăнуксемлĕ те тунă. Пĕри вара çар училищинчен вĕренсе тухнă, кукашшĕ евĕр ĕçе кÿлĕнсе тĕслĕхлĕ специалист пулма ĕмĕтленет.
А. АСТРАХАНЦЕВА.