АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЕЛЕЙЛĕ çУЛ САНА, ВОДИТЕЛЬ»

14 июля 2012 г.

Патăрьел районĕ автотранспортсемпе пуян. Вĕсен шучĕ кашни уйăхрах хушăнса пырать. Çавна пула çул çинчи куçăм та нумайланать. Çакă вара çул-йĕр инспекторĕсен ĕçри тимлĕхне тата ытларах ÿстерме хистет. Ку тĕлĕшпе пирĕн сотрудниксем хăйсен тивĕçĕсене ăнăçлах пурнăçласа пыраççĕ. Кăçалхи ултă уйăхра районта 14 авари пулнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан вăл 17,6 процент сахалтарах. Çакă, паллах, лайăх пулăм. Вĕсенче вилекенсем те, аманнисем те пĕлтĕрхи шайран самай пĕчĕк. Чылай чухнехи пекех инкексен ытларах пайĕ – руль умне хĕрĕнкĕ пуçпа ларнă водительсем çул-йĕр правилине пăхăнманни. Çулталăк пуçланнăранпа çак сăлтавпа пилĕк протокол çырнă. Пăтăрмахсенче аманнă сакăр çынна çийĕнчех больницăна сиплеме илсе кайнă.

Çул çинче çуран çÿрекенсен те тимлĕ, асăрхануллă пулмалла, йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Унсăрăн каллех пăшăрханмалли сиксе тухма пултарать. Ку таранччен пулнă аварисенчен иккĕшĕ шăпах вĕсемпе çыхăннă. Юрать-ха, инкекĕ синкерлĕ вĕçленмен. Пĕлтĕрхи çак вăхăтра ачасем хутшăннипе пулнă виçĕ инкеке шута илнĕ. Кăçал ун пек тĕслĕх пĕрре çеç.

Мĕн пур аварисен ытларах пайĕ (28,6 проценчĕ) тепĕр автомашинăпа пырса çапăннипе пулнă. Пысăк хăвăртлăхпа çаврăнса ÿкнĕ тĕслĕхсем те нумай. Çуран утакан, велосипедпа пыракан çине кĕрсе кайса авари тунисем те пур.

Çул çинчи инкексен шучĕ чактăр, çынсем, вăл шутра уйрăмах ачасем, çул-йĕр правилисене çирĕп пĕлсе тата пăхăнса çÿреччĕр тесе патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсем тăтăшах шкул ачисемпе калаçусем ирттереççĕ, тĕл пулаççĕ. Унăн вара усси пурах. Профилактика ĕçне малашне те ăнăçлă тытса пырасшăн. Кăçалхи çур çулта пирĕн инспекторсем çул çитмен ачасен учрежденисенче 16, шкулсенче 24, предприятисенче 16 хут пулса çул-йĕр культури пирки калаçнă, çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Ун пирки сăмах пуçарма сăлтавĕ çук мар. Маларах асăннă тапхăрта çул-йĕр правилине пăснă 1830 (39 процент) тĕслĕхе тупса палăртнă. Вăл шутра кирлинчен ытларах хăвăртлăхшăн 398 (61,4), хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе усă курманшăн 310 (11,9) протокол çырнă. Кăтартусем пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, лайăхланнă, анчах çакă лăпланса лармалли сăлтав пулмалла мар.

Пирĕн район территорийĕнче пĕтĕмĕшле усă куракан çулсен вăрăмăшĕ сахал мар, 243 çухрăма тăсăлать. Вĕсенчен 142-ĕшне вырăнти çул-йĕр организацийĕсен пăхса тăмалла. Чылай чухне автоçулсене вăхăтра юсаса тăманнипе те аварисем пулаççĕ. Çавăнпа та тăтăшах тĕрĕслевсем йĕркелетпĕр, участоксемшĕн яваплă ертÿçĕсене административлă майпа айăплатпăр. Ултă уйăхра тăватă прораб ячĕпе протокол çырма тиврĕ.

Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 9706 автомототранспорта шута илнĕ. Цифрăна пăхсанах çул çинчи куçăм мĕнле пуласси паллă. Водительсем хушшинче те тĕрлĕрен опытлисем пур. Юлашки вăхăтра çула тухакан хĕрарăмсем йышланса кайни те шухăшлаттарать. Çавăнпа та пуриншĕн те телейлĕ çул пултăр тесен, кашнийĕнех йĕркене çирĕп пăхăнмалла.

А. ПЕТРОВ,

ОГИБДД начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика