АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал сăвăссем нумайрах

14 июля 2012 г.

Кăçал нумай районта сăвăссем хунаса кайни пирки калаçнине илтме пулать. Ĕнесемпе сурăхсене тапăннă тĕслĕх те сахал мар. Пирĕн тăрăхра иксод (иксодовые) текеннисем йышланса кайнине палăртаççĕ специалистсем. Ку йышши сăвăссем питĕ чăтăмлă. Хĕле те парăнмаççĕ, шывра та 12 кун таран вилмеççĕ. Тĕлĕнмелле, ку йышши ама выçăлла та 7 çул пурăнаять. Çитменнине вăл 5 пин таран çăмарта кăларать. Ку мурсем пур çĕрте те тĕл пулмаççĕ, ытларах нÿрĕк вырăнсене кăмăллаççĕ.

Пирĕн тăрăхра çынна йывăр чире яракан сăвăс тĕсне шута илмен пулин те хăрушлăх çук теме пултараймастпăр. Вĕсене пула йытăсем шар курнă тĕслĕх Чăваш Енре пĕрре мар пулнă.

Сăмах май, йытăсем бабезиоспа чирлесси уйрăмах Раççейĕн Европа пайĕнче сарăлса пынине пĕлтереççĕ ветеринари специалисчĕсем. Пирĕн республикăра унччен хуларан яллă вырăнсене илсе кайнă йытăсем чирленĕ пулсан юлашки вăхăтра чĕр чунсем хуларах чирленĕ тĕслĕхсем те пур. Уйрăмах ку амак сăвăссем çуркунне тата кĕркунне алхаснă тапхăрта вăй илет. Чир паллисем çыртнă хыççăн 4-7 кунран сисĕнеççĕ. Йытă температури ÿсет, çиме пăрахать, хăсма та пултарать, сывлăшĕ пÿлĕнет, сăмси вĕри тата типĕ пулать. Тăватă ураллă тусăра вăхăтра пулăшмасан вăл вилме те пултарать.

Бабезиосран хăтаракан эмелсем наркăмăшлă, çавăнпа та вĕсемпе асăрханса усă курмалла тата хушма терапи ирттермелле. Чи пĕлтерĕшли вара – йытта сипличчен юнне лабораторире тĕпчетересси.

Халăхра йытта е выльăха шурă эрехпе сиплесси пур. Ветеринари специалисчĕсем кунашкал меслет лару-тăрăва çивĕчлетме кăна пултарасси пирки асăрхаттараççĕ. Профилактика тĕлĕшĕпе чĕр чуна ятарлă хатĕрсемпе кашни уйăхра пĕрре те пулин сĕрмелле-сирпĕтмелле. Пыйтă ересрен тата сăвăссем тапăнасран хÿтĕлекен мăйкăчсем те сутаççĕ.

Выльăха сăвăссенчен хÿ-тĕлемешкĕн инсектицидсемпе 7-10 кунра пĕрре усă курмалла. Ветеринари аптекисенче паян çак препаратсене сутаççĕ: бутокс, неостомазан, суминак.

Надежда КУДРЯШОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика