АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн хурал пире хÿтĕлет

14 июля 2012 г.

Патăрьелĕнчи ведомствăна пăхăнман хуралăн централизациленĕ хурал пульчĕ хальхи вăхăтра Канаша пăхăнса тăрать. Унăн тĕп тĕллевĕ – хăй яваплăхĕ çине илнĕ çурт-йĕре, обществăлла вырăнсенчи йĕркелĕхе сыхласси. Пакунлă хуралçăсен ĕç калăпăшĕ пĕчĕкех мар: тĕрлĕрен 87 объекта, район центрĕнчи пультпа е сигнализаципе çыхăнтарнă 10 хваттере, пурлăх упракан 16 вырăна талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те куç шăрçине упранă евĕр пăхса тăмалла. Ку тĕлĕшпе ĕçе туллин те ăнăçлă пурнăçласа пыма аслă полицейскисем те, водительсем те çителĕклех. Вĕсем кашниех хăйсен тивĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçласа пыраççĕ. Йĕрке хуралĕнчисем хушшинче çамрăксен наставникĕ пулма тивĕçлисем те пур. Сăмахран, А. Сорокин тата А. Сергеев прапорщиксем çăмăл мар хурал системинче нумай çул ĕçлесе ят-сум çĕнсе илме те ĕлкĕрнĕ. А. Никитина, Е. Плешкова, Л. Портнова, И. Тарасова пульт умĕнче тăрăшакансен оперативлăхне пула та полици сотрудникĕсем кирлĕ вырăна кĕске вăхăтрах çитеççĕ. Çакă вара шăпах вĕсен ĕçĕн ăнăçлăхĕ, пахалăхĕ, хакĕ темелле.

2010 çултанпа коллектива В. Анюров полици капитанĕ ертсе пырать. Виталий Федоровичăн ĕç стажĕ çак хуралтах пуçланнă. Унта вăл салтак тумне хывнă хыççăн вырнаçнă. Вунă çула яхăн преступниксене тытакан ушкăнта хăйĕн професси ăсталăхне туптанă хыççăн ăна çак çăмăл мар “лава” туртма шаннă.

– Пирĕн сотрудниксен, работниксен ĕçри яваплăхĕ пĕчĕк мар пулин те эпир уйрăм организацисене те, çынсене те тĕрлĕрен çăмăллăхсем паратпăр: суту-илÿ объекчĕсене, хваттерсене, кассăсене, ыттисене те централизациленĕ пультпа çыхăнтарса вăрă-хурахран хÿтĕлетпĕр, кирлĕ вырăнсенче сигнализаци кнопкисене вырнаçтаратпăр, груз турттарса кайнă чухне хураллатпăр тата ытти те, – паллаштарчĕ хăйсен ĕçĕпе централизациленĕ хурал пульчĕн начальникĕ В. Анюров.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика