14 июля 2012 г.
Çак кунсенче район прокуратурипе райадминистрацин гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру уйрăмĕн, Патăрьелĕнчи ПЦО представителĕсем пĕрлехи рейдпа район центрĕнчи автостанци транспорт хăрушсăрлăхĕн саккунлăхне мĕнле пăхăннине тĕрĕс-ленĕ, çитменлĕхсене тупса палăртнă. Тĕрĕслеве пĕтĕмлетсе çакна палăртса хăвармалла: объектра полицине чĕнсе илмелли васкавлă пулăшу кнопки, металообнаружительсем çук. “Тран-спорт хăрушсăрлăхĕ çинчен” федераллă саккунпа килĕшÿллĕн транспорт инфраструктури шутне кĕрекен Патăрьелĕнчи автостанцинче транспорт хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелли план та курăнмасть.
Ытти хăш-пĕр çитменлĕхсене те палăртса хăвармалла. Асăннă территоринче транспорта пропуск режимĕпе кĕртеççĕ. Анчах та граждансемпе пассажирсен багажне, çавăн пекех ытти транспорта тĕрĕслемелли йĕркене пăхăнмаççĕ.
Районта транспорт хăрушсăрлăх ыйтăвне тĕрлĕрен канашлусенче те хускатаççĕ. Пĕлтĕр ăна çăмăл автомашинăпа çÿрекен таксистсемпе сÿтсе явнă. Унăн ĕçне район администрацийĕн представителĕсем, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем, налук инспекцийĕн сотрудникĕсем тата ыттисем те хутшăннă.
Ыттисемпе танлаштарсан пирĕн район автотраспортпа пуян. Унăн шучĕ ÿссех пырать. Çавăнпа та хамăр тăрăхра çул-йĕр хăрушсăрлăхне лайăхлатас тĕллевпе районта 2008-2012 çулсем валли тĕллевлĕ программа йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн ОГИБДД сотрудникĕсем валли автомашинăсен хăвăртлăхне виçмелли видеоаппарат туяннă.
В. ПУТЯКОВ,
прокурорăн
аслă пулăшуçи.