14 июля 2012 г.
Ют çын пурлăхне хăй пайтишĕн вăрлакан çын нихăçан та аллине хурса хăвармасть. Çапах вăхăт иртнĕ хыççăн унăн хура ĕçĕ пурпĕрех тăрă шыв çине тухать. Çак кунсенче РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕн тата районти полицин сотрудникĕсем 2009 çултанпа вĕçне-хĕрне тухман виçĕ ĕçе уçса панă. Вĕсем пурте шăпах çак темăпа çы-хăннă.
Пĕрремĕшĕ – Туçара пурăнакан çын пирки. Кукăр алă автомашина салонĕнчен автомагнитолăна, унсăр пуçне тата ытти хăш-пĕр пайĕсене илсе тухса кайнă. Ку ĕç октябрĕн 31-мĕш каçхине пулса иртнĕ. Икĕ-виçĕ кун маларах вара усал шухăшлă пуçтах Шăхачри “Мир” ЯХПКри мехпаркра ларакан автомашинăн малти икĕ кустăрмипе дискĕсене хывса илнĕ.
Ноябрĕн 14-15-мĕшĕ-сенче çакскер Çĕнĕ Ахпÿртех çитнĕ. Кунта та хăйне валли тăранмалăх япаласем тупнă, автомобилĕн хыçалти кантăкне илсе каллех автомагнитолăна, акустика динамикине, запас кустăрмапа дискне хăйĕн тунă.
Çакнашкал оперативлă “операцисене” Шăмăршă районĕнчи çул çитмен ача туса çÿренĕ. 2011 çулта йĕрке хуралçисен аллине маларах асăннă сăлтавсемпех çакланнă хыççăн ачана намăсĕ куçа кĕнĕ курăнать, ун хыççăн вара вăл виçĕ çул каялла тунă преступленисене те йышăннă.
Т. ТЯНЬКОВА,
следователь пулăшуçи.