14 июля 2012 г.
Çул çитмен ачасем саккуна пăсасси, преступлени тăвасси, паллах, ачан айванлăхĕнчен те, ашшĕ-амăшĕ тивĕçлĕ воспитани паманран та килет. Тен, нумайăшне çак тĕрĕс мар çул çине тăма аслă юлташĕсен “паттăрлăхĕ” илсе пырать. Анчах шутласа илмесĕр тунă утăм хыççăн çеç хăйсен йăнăшĕсене ăнланаççĕ çамрăксем. Мĕншĕн яш-кĕрĕм тĕрĕс мар утăм тăвать, кам айăплă кунта;
Çак хумхануллă ыйтусем пирки районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай начальникĕ, В. Кузнецова каласа пачĕ.
– Вероника Григорьевна, çул çитмен ачасемшĕн чи кăсăк ыйту вăл – çуллахи вăхăтра обществăлла вырăнсенче, урамра каçхи вун пĕр сехетчен çеç уçăлса çÿреме юрани.
Çак йĕркене пăсакансем çук мар-ха.
– Паллах, пур. Çул çитмен ачасем вун пĕр сехет хыççăн кану вырăнĕсенче, урамра çÿрекен тĕслĕхсем нумай. Иртнĕ çулпа танлаштарсан вĕсен йышĕ çав шайрах.
– Вĕсем çакăншăн явап тытаçех пулĕ;
– Палăртнă вăхăт хыççăн йĕрке хуралçисен аллине çакланнă ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ явап тытать. Час-часах ачасем 11 сехет хыççăн вăхăта клубсенче, ресторансемпе кафесенче ирттереççĕ. Енчен те çул çитмен ачасем çак вăхăт хыççăн палăртнă вырăнта çÿресен вĕсен хуçисем ячĕпе протокол çыраççĕ. Саккуна çирĕп тытман ачасем ытларах Патăрьеленчен. Çамрăксем темиçе кун килне килмесĕр пурăннисем те пур. Ун пек чухне те ашшĕ-амăшĕсемех явап тытаççĕ.
– Çул çитменнисем преступление ытларах каçхине тăваççĕ е;...
– Кăçал ун пек ĕçсем çĕрле обществăлла вырăнсенче пулса иртнĕ. Иртнĕ çулпа танлаштарсан вĕсен шучĕ ÿснĕ. Пĕлтĕр ун пек тĕслĕх 4 пулсан, халĕ – 5. Вĕсенчен виççĕшĕ çурçĕр иртсе пĕр сехетрен пуçласа ирхине 5ччен пулнă. Хура ĕçсем пурте ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă. Çак шутра çул çитмен ачасем аслă пиччĕшĕсемпе, ушкăнпа, каварлашса тунисем те тĕл пулаççĕ.
– Саккуна пăснисене еплерех айăплаççĕ;
– Çакнашкаллисене тÿрех пирĕн пата шута илеççĕ. Малтанах уголовлă ĕç пуçараççĕ, кайран çак ĕçе суда ярса параççĕ. Çул çитменнисене нумайăшне условнăй майпа айăплаççĕ е юсанмалли ĕçсене яраççĕ.
– Айăплисене тĕрĕс çул çине тăратас майпа мĕнле ĕçсем йĕркелетĕр;
– Вĕсемпе чăн малтанах калаçусем ирттеретпĕр. Çак меслет айăпа кĕнисене йăнăш çул çинчен пăрăнма май парасса шанатпăр. Пурнăçра вара чăнласах та çакă тÿрре тухать: преступлени тунă çул çитмен ачасем час-часах хăйсен йăнăшĕсене ăнланса илеççĕ.
– Пытарма кирлĕ мар, хальхи çамрăксен киленĕвĕ ытларах эрех-сăра ĕçессипе, пирус туртассипе çыхăннă. Тепĕр чухне çул çитмен ачасене тем сăлтавпа лавккассенче, тĕрлĕрен хупахсенче эрех-сăра, пирус сутаççĕ...
– Хирĕçлеместĕп. Районта кун пек тĕслĕхсем те нумай. Çулталăк пуçланнăранпа çул çитменнисене саккунсăр майпа 11 хутчен пирус сутнине асăрханă. Эрехпе “çылăха” кĕнисем те пур. Ун пек 3 факта шута илнĕ. Хаяр шĕвек сутнă виçĕ тĕслĕхĕнче те сутăçăсен 10-шар пин тенкĕ штраф тÿлеме тивнĕ. Саккун никама та пуçран шăлмасть çав...
И. КОШКИНА.