АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЙĕРКЕНЕ ПĂСАКАНСЕМ çАВ-çАВАХ ТУПĂНАççĕ

14 июля 2012 г.

Район администрацийĕ çумĕнчи комиссине Чăваш республикин административлă право йĕркине пăснипе çыхăннă ĕçсем чылай пуçтарăнаççĕ. Ытларах йĕрке хуралçисем çак саккунăн 10 тата 17-мĕш статьясене пăхăнманнипе протоколсем çыраççĕ. Иртнĕ эрнере çеç комисси членĕсем вунă ĕç пăхса тухнă. Ытларах ваккăн сутă тăвакан усламçăсем ятарласа уйăрнă вырăншăн ирĕк илмесĕрех ĕçленĕшĕн тата çынсем хăйсем пурăнакан вырăна тирпейлĕ тытманшăн айăпланнă. Ун пек тĕслĕхсем районта пĕрремĕш хут мар. Çакнашкал саккунсем пуррине çынсем пĕлеççĕ пулин те ăна пăхăнмаççĕ. Сăмахран, Шăнкăртамри пĕр предприниматель пасарта кирлĕ мар вырăнта сутă тунăшăн пĕрешкел статьяпа виçĕ хутчен айăпланнă. Саккунĕ, паллах, ăна çăмăллăх паман. Пĕр уйăх хушшинче унăн йĕркене пăхăнманшăн тăватă пин тенкĕ штраф тÿлеме тивĕ.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика