18 июля 2012 г.
ИЮНĔН 22-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайне полици сотрудникĕсем Узбекистан республикинче çуралса ÿснĕ 35 çулхи арçынна илсе килнĕ. Çакскер РФ УК ăн 319 статйипе çылăха кĕнĕ иккен. Полици сотрудникĕсем административлă ĕç пуçарни пирки протокол çырма пикенсен пуçтах пакунлисем çине намăс сăмахсемпе кăшкăрма, кÿрентерме тытăннă. Аякри çĕр-шывран пирĕн тăрăха килсе хÿтлĕх тупнă арçын ячĕпе халĕ тата уголовлă ĕç те пуçланă.
Следстви пынă вăхăтра унăн тепĕр çылăхне тупса палăртнă. Узбек Патăрьелĕнче вăрах вăхăт хушши регистрацисĕрех пурăнать-мĕн. Урăхла каласан, çĕрпе пĕлĕт хушшинче. Хальхи вăхăтра унăн хура ĕçне суда ярса панă. Айăплă çынна 40 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерме пултараççĕ.