АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăлапуç Пашьелĕнче – район кунĕ

18 июля 2012 г.

Питрав хыççăн, июлĕн 14-мĕшĕнче Пăлапуç Пашьелĕнче пысăк уяв – район кунĕ кĕрлерĕ. Йăлана кĕнĕ праçник Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăçал пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Йăла-мешехине пуçлакансем Аслă Арапуçсем пулнăччĕ. Ун хыççăн юрăпа ташă тата спорт уявне Турхансем, Нăрваш Шăхальсем, Туçасем малалла тăсрĕç.

Район кунне пуçтарăннисене район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Михаил Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин, Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков, Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлĕхĕсен Канашĕн директорĕ Станислав Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Олег Мешков, ытти район элчисем саламларĕç, ырă малашлăх, хаваслă кăмăл сунчĕç.

Иртнисĕр малашлăх çук, теççĕ. Район админситрацийĕн пуçлăхĕ Николай Иванович йăлана кĕнĕ уявăн тĕллевĕпе, историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ, производствăра малта пыракансене, уйрăм хастарсене район тата республика шайĕнчи Хисеп грамотисене парса чыс турĕ. Вĕсем хушшинче Пăлапуç Пашьелĕнчи Тельцовсемпе Сăкăтри Глуховсен кăтартуллă çемйи “Юратупа шанăçлăхшăн” медале илме тивĕçрĕç.

Уяв кĕрекинче аякран çитнĕ хаклă хăнасем те пайтах пулчĕç. Мордва республикинчи Атяшево районĕнчен инçе çула кĕскетсе килнĕ тăванăмăрсемпе Пĕтĕм тĕнчери Кокель пленэрĕн делегацийĕсем ăшă йыхравшăн чун-чĕререн хĕпĕртесе тав турĕç.

Пăлапуç Пашьелсемшĕн район кунĕ уйрăмах нумайлăха асра юлĕ: уявра пулас фельдшерпа акушер пункчĕн пĕрремĕш кирпĕчне хучĕç. Сиплев çурчĕн никĕсĕ çирĕп пултăрах.

Вăрман хĕрринче капăрлатнă уçланкăра кунĕпех чăваш, вырăс, тутар, мăкшă юррисем лăпланмарĕç. Наци тумĕсемлĕ чиперккесене пĕринчен теприне пăхса ытармалла мар. Константин Ивановăн “Нарспи” поэминчи тĕп сăнарсене сцена çинче курма кăмăллă пулчĕ. Кунтах ылтăн алăллисен тĕр-лĕрен ĕçĕсем, ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсем, юр-вар таврашĕсем тата ыттисем те куçа илĕртрĕç. Район историне аса илтерекен самантсем те, экспонатсем те уявра туллиех пулчĕç.

Çакнашкал пысăк мероприяти спорт ăмăртăвĕсемсĕр иртеймĕ. Вăл район кунне тата ытларах чĕрĕлĕх, хаваслăх кĕртрĕ.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика