АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăй ĕçĕнче чăн ăста

18 июля 2012 г.

Туçа ен хĕрĕ те, кинĕ те Марина Геннадьевна. Ялти уçă сывлăш, илĕртÿллĕ тăван тавралăх, тус-юлташлăх çирĕплĕхĕ те аслă шкул хыççăн каялла таврăнма хистенĕ-тĕр ăна. Халĕ вара килĕштернĕ ĕç, коллектив хисепĕ, пациентсен тавĕ хавхалантару кÿрет.

– Ăраскал шыраса ялти вăтам шкулăн тăххăрмĕш класĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Аня Павлова тантăшăмпа Шупашкарти педагогика колледжне кайса кĕтĕмĕр. Ют чĕлхене шĕкĕлчекен специалист пулăпăр терĕмĕр. Анчах шалти туйăмсем çакна хирĕçлерĕç. Вырăс тата чăваш литературисен урокĕсенчи сочиненисенче медицина ĕçченĕ пулас ĕмĕте уççăнах палăртаттăм мар-и-ха! Алла аттестат илнĕ хыççăн Чăваш патшалăх университетне çул тытрăм,– каласа парать шурă халатлă ĕçчен.

Медицина факультетне 30–40 çул каяллах кĕме йывăрччĕ. Экзаменсене лайăх тытсан та чылайăшĕ конкурс витĕр алланатчĕç. Марина Геннадьевна вĕренме кĕрес тенĕ чухне те çаплахчĕ. Пĕр вырăна сакăр çынна яхăн заявлени панăччĕ. Медалистсем, çăмăллатнă йĕркепе усă куракансем те сахалăн мар. Çавах йывăрлăх умĕнче пуçа усма шутламарĕ çирĕп кăмăллă хĕр.

Паян вара аллинчен медицина инструменчĕсем каймаççĕ пулин те чирлисенчен ытларахăшне ăшă сăмахпа сиплеме тăрăшать. Йышăнăва пыракансене ĕçри тиев, стреслă лару-тăрушăнах тарăннăн пăшăрханма сĕнмест. Сывлăх хаклăрах. Ăна каялла тавăрма вара чылай йывăртарах.

Ĕçри тиевĕ сиплевçĕн хăйĕн те самаях. Тин çуралнă ачаран пуçласа мĕн ватăлса виличченхи таранах пăхса тăрасси ун çинче. Патологи пуррисене сиплемелле. Медицина малалла аталаннă май сăнав приборĕсем хушăнсах пыни ĕçре çăмăллăхсем кÿреççĕ. Массаж, физиосиплев тата ыттине те вырăнтах пама пултараççĕ. Ачасене “Çăлкуç” профилакторине çÿреттерни те пулать. Йывăртарах диагнозлисене вара Шупашкара яраççĕ.

– Çак специальноçа суйласа илнишĕн пĕртте ÿкĕнместĕп. Ĕçĕм хамшăн пулсан та усси çыншăн пулнишĕн савăнатăп. Ĕçре канашламалли аслă юлташăм пур. Т. Каштанова врач кирек хăçан та кирлĕ сĕнÿ парать. Сăнавра тăракан пациентсене пĕлетĕп. Куçран пăхса пулăшу ыйтакансене мĕнле сиплемĕн-ха; – тет Марина Геннадьевна.

Çынна ырă тăвас, пулăшас енĕ ачаранах пулнăран кайнă та ĕнтĕ М. Плечова медицинăна. Çак çул çине тăма вара ăна ашшĕпе амăшĕ хăнăхтарнă. Лидия Михайловнăпа Геннадий Николаевич яланах хĕрне çын хушшинче çынла пулма вĕрентнĕ. Улмисем йывăççинчен аякка ÿкменнишĕн хĕпĕртеççĕ халĕ Плешковсем.

– Ватлăхпа чир “çулăхнине” ăнланмалла-ха. Хăйсене хăйсем упрама пĕлмеççĕ. Анчах юлашки вăхăтра çамрăксем хушшинче те инсульт, инфаркт сахал мар тĕл пулать. Çийĕнчех медицина пулăшăвĕ кирлĕ. Çакăн пек чухне пĕр тăхтаса тăмасăр васкавлă пулăшу чĕнмелле. Сипленекен ура çине тăратех,– тет Марина Геннадьевна.

Ачаран ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнишĕн савăнать вăл. Мăшăрĕпе пĕр хĕр пăхса çитĕнтереççĕ. Иккĕмĕш класа куçнă Карина та амăшĕн профессине килĕштернине пытармасть.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика