18 июля 2012 г.
– Кирлĕччĕ-ха, кирлĕччĕ ку çумăрĕ. Тахçантанпах çуманран çĕр пичĕ епле çуркаланса пĕтнĕ. Çĕр çырлисем те вĕтелчĕç, ав,– хăйпе хăй калаçса пахчаран кĕнĕ май мана малалла иртме сĕнчĕ А. Махмутов. Пÿлĕм çине пÿлĕм пÿртре. Ача-пăча йышлă пулни тÿрех паллă. Ман шухăша кил хуçи хĕрарăмĕ Зинаида Викторовна вуларĕ ахăртнех.
– Пилĕк хĕр çитĕнтертĕмĕр. Пиллĕкĕшне те çунат хушса вĕçтертĕмĕр. Киле мăшăрпа çеç юлтăмăр. Юрать, тунсăхлаттарсах тăмаççĕ. Ашшĕпе амăшĕн сывлăхĕ хĕрсемшĕн те хаклă, – сăмах хушать З. Махмутова.
Хулари евĕр хăтлă çуртра газ кĕрет. Сивĕ шывĕ, вĕри те пур. Туалета та тула çÿремелле мар. Пурăн та пурăн. Сывлăх çеç пултăр.
Пурнăçра Махмутовсем хура-шурне сахал мар курнă. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни кирек хăш йывăрлăха те çĕнме май панă.
– Çумăр çунишĕн çакнашкал хĕпĕртенинчен ан тĕлĕнĕр. Çăкăр çитĕнтерекен пулнă эпĕ. Киле таврăнмасăр ака-суха, вырма ĕçĕсене пурнăçланă. Кивĕ Ахпÿрт çĕрĕсене ал тупанĕ çинчи евĕр пĕлетĕп. Анасем тикĕс те пулăх тăпраллăччĕ. Пĕр çулхине эпĕ унта ĕçленĕ чухне республикăри çамрăк комбайнерсем хушшинче мала тухнăччĕ. Сăкăт çĕрĕсем те чуна çывăх, – калаçăва сыпăнтарать Александр Ильич.
Паянхи кун та (тăххăрмĕш теçеткене вакланă хисеплĕ ватă) тĕреклĕ хул- çурăмлă ĕç ветеранĕ çамрăк чухне чăн-чăнах харсăр пулнă ĕнтĕ. Ĕç кĕнекине унăнне ялти шкулăн çиччĕмĕш класĕнчен вĕренсе тухсанах уçнă. Çул çитсен каччă çар ретне тăнă. Конституци тивĕçне Александр Ильич Белорусь çĕрĕнче пурнăçланă. Яла таврăнсан вăл ачаран техника енне туртăннă ĕмĕтне мала хурса Канаш хулинчи училищĕне вĕренме кайнă.
– Çамрăклăх çунатлă вăл. Пĕрле вĕренекенсемпе çерем çĕрсем уçма каяс шухăшсем пурччĕ, анчах Патăрьелĕнчи МТСран пырса илчĕç. Мана вара трактортан кăкаракан С–6 комбайн çирĕплетсе пачĕç,– аса илет иртнине Александр Ильич.
Çакăнтан пурнăçĕ тĕппипех хамăр районпа çыхăннă ăстаçăн. Чылай хуçалăха пулăшса ĕçленĕ вăл, пĕр тырă пуссинчен теприне çапнă, кĕр пуянлăхне йĕтем çине кĕртнĕ. Самана саламачĕ саккăрла çаптарни вара ĕç вырăнне улăштарма хистенĕ. Машинăпа трактор станцийĕнчи техникăсене хуçалăхсене хăйсене салатса панă. Хыççăн А. Махмутова та урăх ĕç сĕннĕ. Вăл вăхăтра выльăх-чĕрлĕх фермисене механизацилесси вăй илнĕ. Пуçăнма хирĕçлемен вăй питти арçын. Витесене шыв кĕртесси, ĕнесене аппаратпа сумалла, тислĕке транспортерпа кăлармалла тăвасси ятарлă бригада çинче пулнă. Колхозсенче вăл вăхăтра сурăх та ĕрчетнĕ. Кĕрлĕ-çурлă йĕпе çанталăкра вĕсен çăмне илесси те çак ушкăн çинех тиеннĕ.
– Эпĕ качча килнĕ чухне тăххăрăнччĕ çемьере. Мăшăрăм аслă ывăл пулнăран уйрăлса тухса çурт лартма тиврĕ,– тет Зинаида Викторовна.
Иккĕшĕ те правур пулнăранах мăшăр малтан йывăçран вăтамрах, каярахпа кирпĕчрен капмар çурт çĕкленĕ. Ачисем те пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килсе пынă-çке. Пиллĕкĕшĕн валли пĕр си тăхăнтартма та пилĕк кĕпе (вĕсене те килте çĕленĕ), пилĕк алса, пилĕк чăлха çыхма тивнĕ. Шăлаварĕсемпе кофтисем те çăм çиппинченех пулнă.
“Чувашсельхозмонтаж” трестăн пиллĕкмĕш механизаци колонни çине куçарнă каярахпа А. Махмутов бригадине. “Герой”, “Ленинец”, “Гвардеец”, “Рассвет” колхозсем пĕчĕк пулман. Вĕсенчи пур фермăсенче те ĕçленĕ специалистсем. Канмалли кунсене те пăхман. Каярахпа ача сачĕсем тăвассине, вĕсенчи тата шкулсенчи хутса ăшăтмалли системăсене хута ярассине кÿлĕннĕ. Ĕç калăпăшĕ пĕртте чакман. Мастер, прораб тивĕçĕсене пурнăçланă вĕсенче Александр Ильич. Касри пĕве кĕрсе пыракан ачасене те ĕçе явăçтарнă. Пăрăхсене йăтма пулăштарнă, вырнаçтарнă хыççăн сăрлама хăнăхтарнă. Шкула каймашкăн тетрадь-кĕнеке туянмалăх хăйсем ĕçлесе илме пултарни тем пекех савăнăç кÿнĕ.
– Матурччĕ çитĕнекен ăру, ÿркенместчĕ. Паян хăш-пĕр çамрăк çине пăхатăп та тĕлĕнетĕп: шкултан вĕренсе тухнă, çар службинчен килнĕ, çавах ĕçе явăçма шутламасть, тÿлевĕ çукрах теме пăхать. Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать теççĕ. Эпир те çавна тĕпе хунă. Ĕç çынна хавхалантарать, çĕклет-çке,– тет Александр Ильич.
40 çул ытла ĕçленĕ А. Махмутовăн хисепне хаклакан грамотисем çĕклемĕпех. Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе килĕшÿллĕн ăна “Тава тивĕçлĕ строитель” ят панă. Вăл “Хисеп палли” ордена тивĕçнĕ, социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи пулнă. Çак кунсенче çемьене тепĕр пысăк савăнăç çитрĕ. Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Зинаида Викторовнăпа Александр Ильича 56 çул килĕшÿре пурăннăшăн “Юратупа шанчăклăхшăн” орденпа чысланă (ÿкерчĕкре).
Çамрăксен Махмутовсенчен тĕслĕх илмелли чылай. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пĕлеççĕ вĕсем. Ÿссе çитĕнекен ăрăва ыррине сахал мар вĕрентеççĕ. Александр Ильич сăра-эрехпе иртĕхмест, пирус туртмасть. Ачисем пурте аслă пĕлÿллĕ, хăйсем килĕштернĕ ĕçĕсенче вăй хураççĕ. Ватăсен ăрăва малалла тăсакан 8 мăнук, 2 кĕçĕн мăнук çитĕнет. Телейлĕ ватлăхшăн савăнаççех вĕсем. Çамрăк чухне Алексадр Ильич лашапа пĕр эрнере хĕл варринче 30 градус сивĕре Шупашкара тăвар илме кайса килнине, Зинаида Викторовна вăкăрпа вăрмана вутта çÿренине асран кăлармаççĕ пулин те.
Ĕçлемен ĕçĕ юлман З. Махмутован та. Торфра та пулнă, пай та тунă, утă та çулнă вăл. Мăшăрĕпе пĕр тăван хĕрсемĕшсене те чыслă качча пама тăрăшнă. Çын хушшинче ĕçленĕрен тус-юлташ та хушăнсах пынă.
А. Астраханцева.