АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШĂРĂХ, АСĂРХАНĂР...

18 июля 2012 г.

Çут çанталăкăн асамлă вăхăчĕ çитрĕ: утă уйăхĕ пире ăшă та телейлĕ кунсем парнеленипе пĕрлех ешĕл çимĕçпе, улма-çырлапа савăнтарать.

Çапах та çăтмахра пурăнатпăр темелли çук: çуллахи шăрăх пирĕн организмăн тÿсĕмлĕхне самаях тĕрĕслет. Ку тапхăрта çамрăк та сывă çынсем те канăçсăрланаççĕ. Чылайăшĕшĕн вĕри çанталăк сиенлĕ те, мĕншĕн тесен вĕсене хĕвел тата ăшă анратма пултарать. Самăр çынсене, чĕрепе юн тымарĕн, эндокрин тытăмĕн чирĕсемпе нушаланакансен, эрех-сăрапа иртĕхекенсен, пĕчĕк ачасен, ватăсен, кунашкал климата хăнăхманнисен (тĕслĕхрен, çурçĕр районĕнчен куçса килнисен) уйрăмах асăрхануллă пулмалла.

Чи малтанах, çакна манмалла мар:

– хĕртекен хĕвел питтинче çара пуçăн çÿреме юрамасть – çутă тĕслĕ шĕлепке е панама тăхăнмалла;

– шăрăх вăхăтра мамăкран е йĕтĕнрен çĕленĕ çутă тĕслĕ çÿхе тумпа çÿремелле;

– ĕçленĕ чухне тăтăшах канса илмелле;

– кунне 2 литр таран шĕвек ĕçмелле.

Пăчă тесе кулленхи шыв нормине ÿстерсен организмра вăл пухăнса кайнипе пÿрепе чĕрене йывăр килет. Симĕс е хура чей, тин хатĕрленĕ сĕткен, кефир, шиповник шывĕ (вĕретсе сивĕтни), газ хушман минерал шывĕ ăш хыпнине ирттереççĕ. Чей çине пĕтнĕк, мелисса, хура хурлăхан çулçи яма юрать. Кирек мĕнле ĕçме те кăшт йÿçĕрех пулмалла – лимон хушмалла. Ытла сивĕ шыв ĕçме сĕнмеççĕ: организм ăна йывăррăн ирĕлтерет, апла тăк çăмăллăха чылай вăхăт кĕтмелле. Ăшă е вĕри ĕçме вырăнлăрах, лĕп шыва пăр катăкĕ ямалла. Пĕр харăс лăнкăртаттарса мар, сыпкăмпа ĕçмелле.

Шăрăхра ытлашши тата йывăр апат çимелле мар – çу вăрах ирĕлнипе чĕре ĕçне кансĕрлет, углевод вара организмри шыва хăвалать. Аша тинĕс çимĕçĕпе улăштармалла, окрошка, какайсăр яшка юрăхлă.

Сирĕн хваттерĕр хĕвел енче вырнаçнă пулсан, мамăк-йĕтĕн-рен çĕленĕ кантăк каррисене шывпа пĕрĕхтерсе тăни сывлăша уçăлтарать.

“Хыпар”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика