21 июля 2012 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлу ирттернĕ, унта республика территорийĕнче виçĕм кун çил-тăвăл алхаснине пула йĕркеленнĕ лару-тăрăва сÿтсе явнă.
Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче çут çанталăк синкерне пула 8 район – Çĕрпÿ, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Улатăр, Йĕпреç, Шупашкар тата Елчĕк – инкек тÿснĕ. Энергипе тивĕçтерекен тытăм сиенленнĕ: электроэнергисен тĕревĕсем хуçăлнă-ваннă, пралуксем татăлнă. 71 ял-поселок çутăсăр юлнă. Ир тĕлне 36 ял-хулана электроэнерги панă, 35-шĕ (унта 3400 хуçалăха яхăн) патне вăл çитеймен пулнă-ха.
Сĕнтĕрвăрри районĕ пуринчен ытларах сиен тÿснĕ: 302 çурт арканнă, 900 çын çутăсăр юлнă.
– Ял çыннисем – маттур, хăраса ÿкмен, çапах лару-тăру мĕн тери йывăррине кашниех ăнланать. Халĕ юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ, – тенĕ Михаил Игнатьев.
Михаил Игнатьев çил-тăвăл фермерсен тата çынсен килти хуçалăхĕсене те пысăк сиен кÿнине пĕлтернĕ. “Çĕр улмие, купăстана, ки-шĕре – йăлтах пăр çапса кайнă. Комиссисем йĕркелемелле, депутатсене, общественноçа явăçтармалла, сиен калăпăшне лайăх тĕрĕслемелле, тавлашу ан тухтăр тесен саплаштару докуменчĕсене тĕплĕн ха-тĕрлемелле. Хăш-пĕр çурта страхламан, урăхла каласан хуçисем яваплăха хăйсем çине илнĕ. Çапах та эпир айккинче юлма пултараймастпăр. Уйрăммăн илсен, строительство материалĕсем туянмашкăн кредит илсен çынсен патшалăх процент виçисене субсидилекен мелпе усă курма май пур. Правительствăн инкеке лекнисене пулăшмаллах”, – палăртнă республика Пуçлăхĕ.
“Хыпар”.