АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Программăсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ

21 июля 2012 г.

Июлĕн 18-мĕшĕнче районта йăлана кĕнĕ пĕрлĕх-лĕ информаци кунĕ иртрĕ. Кун йĕркине лартнă тĕп темăсем Республика Пуçлăхĕ июнь-июль уйăхĕсенче кăларнă çĕнĕ Указсем: вĕрентÿ учрежденийĕсенчи çамрăк учительсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕ памалли мерăсем çинчен; виççĕ-мĕш тата ытларах ача çуралнă хыççăн паракан пособи пирки; ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене, хушма хуçалăхра сĕт туса сутакансене патшалăх енчен пулăшасси. Республикăри çул-йĕр çинче хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнасси çинчен хускатнă ыйту та кунтах.

Информаци кунĕнчи çивĕч ыйтусене сÿтсе явма Республикăри социаллă страховани фончĕн управляющийĕ Галина Рогачева хутшăнчĕ. Пĕрремĕш тĕл пулу район администрацийĕн залĕнче район администрацийĕн структура подразделенийĕн, организаци-предприяти ертÿ-çисемпе иртрĕ. Унта ра-йон администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов Патăрьелсем Республика Пуçлăхĕн çĕнĕ Указĕсене хапăлласа йышăннине пĕлтерчĕ, вĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче паяна хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе педагогсен çичĕ çемйине шута илнĕ. Çавăнпа та кăçалхи июнĕн 21-мĕшĕнче кăларнă республика элтеперĕн хушăвĕ пирĕн районшăн та пĕлтерĕшлĕ. Çакна та палăртса хăварни вырăнлă: районта федераци, республика программисем ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Вăл шутра нумай ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене, çамрăк çемьесемпе специалистсене, вăрçă ветеранĕсемпе тыл хастарĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси, хушма хуçалăха аталантарма пулăшасси тата ытти те кĕрет. Ку тĕлĕшпе эпир Чăваш Енте кăтартуллисем шутĕнче.

Информаци кунĕн тĕп ушкăнĕ Шăнкăртамра тăвакан çĕнĕ садикра, Феизов ячĕллĕ вăтам шкулта, Патăрьелĕнче çывăх кунсенче хута каймалли ача садĕнче, “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче пулса ĕçсемпе паллашрĕ.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика