АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç шайне ÿстерес тĕллевпе

21 июля 2012 г.

Кăçалхи çур çулта Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пысăк кăтартусемпе палăрнă. Çапла майпа Чăваш Республикин бюджечĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 15,6 процент (8,7 процент планланă) пуянланнă.

“Чăваш Республикин 2012 çулхи тата планпа пăхнă 2013 çулсенчи бюджечĕ çинчен” саккуна улшăнусем кĕртнĕ хыççăн бюждетăн тупăш пайĕ кăçал 31910,1 млн тенке çитĕ. Ÿсĕм малтан палăрт-нипе танлаштарсан 20,1 процент пулĕ. Расхут пайĕ – 36102,8 млн тенкĕ, палăртнинчен 30,8 процент ытларах. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем тÿлекен налук 330 млн тенкĕ чухлĕ ÿсĕ. Кăçал ку налука 56,6 процент ытларах пухнă. Экономикăн çак тытăмне пулăшма кăçал 408,4 млн тенкĕ (пĕлтĕр 330,9 млн) уйăрĕç.

Çавăн пекех ял хуçалăхне та 475 млн тенкĕ хушма пулăшу пулĕ. Кăçал агропромышленность ком-плексне пĕтĕмпе 2125 млн тенкĕ (федерацин – 1461,9 млн, республикăн – 663,1 млн) уйăрма палăртнă. Ку пĕлтĕрхинчен 10,3 процент ытларах.

Саккун проекчĕ çурт-йĕр строительствине пулăшма 634,4 млн тенкĕ уйăрĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсемпе ача сачĕсене юсаса çĕнетме вара – 962,6 млн тенкĕ. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутайри тата Тăвайри физкультурăпа спорт комплексĕсене, Вăрнарти хупă катока, Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш спорт шкулĕн çăмăл атлетика манежне тата хăш-пĕр культура объекчĕсене юсаса çĕнетме хушма укçа-тенкĕпе усă курĕç. “Таса шыв” тĕллевлĕ программăпа федераци бюджетĕнчен килнĕ укçапа Патăрьел, Шăмăршă районĕсене тата Комсомольски ра-йонĕн кăнтăр пайне шыв илсе пыма, Çĕрпÿре тасатакан сооруженисем тума палăртаççĕ.

2015 çулта халăхăн укçа-тенкĕ тупăшĕн виçи, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 20,7 процент ÿсĕ. Пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăшлă çынсен шучĕ 2011 çулхи 19,5 процентран 2015 çулта 15 процент таран чакĕ. Ĕçлĕхсĕр чакнипе тата халăхăн тупăшĕ ÿснипе вак суту-илÿ çаврăнăшĕ 2015 çулта 33,3 – 35,8 процент ытларах пулĕ.

Ялсемпе хуласенчи культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсен коммуналлă пулăшу тăкакĕсене саплаштарма 15 млн та 300 пин тенкĕ кирлĕ. Унсăр пуçне республикăри 549 библиотекăран 74-шне интернетпа çыхăнтарман. Вĕсем валли республика бюджетĕнчен укçа уйăрма палăртнă. Ку ĕçе октябрĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика