АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп йĕрке – тăнăç пурнăç

21 июля 2012 г.

Районти полици сотрудникĕсем çирĕп йĕрке, тăнăç пурнăç пултăр тесе сахал мар тимлеççĕ. Пирĕн тĕп тĕллев – Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Министерствисем йĕрке хуралçисем умне кăларса тăратнă задачăсене, çĕр-шыв тата республика пуçлăхĕсен уçă Çырăвĕсенчи йышăнусене пурнăçласси, саккунлăха пăхăнасси, оперативлă шырав ĕçĕ-хĕлне лайăхлатасси.

Çакна тĕпе хурса ĕçлени лару-тăрăва ăнăçлă тытса тăма май парать. Кăçалхи çур çулхи кăтартусем те çакнах çирĕплетеççĕ. Асăннă тапхăрта уйрăмах йывăр преступленисене, çынна вĕлернисене, вăрă-хурахла ĕçсене, улталанине, тапăннине, автомототранспорта вăрласа кайнине тата ыттисене те пĕтĕмпех тăрă шыв çине кăларнă. Мĕн пурĕ 218 преступленилле тапăнăва уçса панă, вĕсенчен 197-шĕнпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Раççей шалти ĕçсен министерстви районти оперативлă служба ĕçĕ-хĕлне лайăх хак панă. Çирĕм тĕрлĕ кăтартуран тăваттăшĕнпе çеç пĕтĕмлетÿсем тивĕçтермеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа мĕн пур преступленисен 93,6 процентне уçса панă. Асăннă тапхăрта 31 экономика преступленине шута илнĕ е пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 40,4 процент чакнă. Анчах та хăй пайтишĕн взятка илесси пилĕк хут ÿснĕ. Çак темăпа малашне профилактика ĕçĕсем ытларах ирттермелле.

Районти шалти ĕçсен пайĕн тĕллевĕсенчен пĕри – право йĕркине пăсакансемпе вăхăтра ăнлантару ĕçĕсем йĕркелесси. Çак ĕçе икĕ районпа та профилактика субъекчĕсемпе пĕрле ăнăçлă пурнăçласа пынă.

Чылай чухнехи пекех преступлени тăвакансенчен ытларах пайĕ ÿсĕрле пулнăскерсем. Çакнашкал фактсем хальхинче те ÿснĕ, 112 процента çитнĕ. Иккĕмĕш хут хура ĕç тăвакансем, обществăлла вырăнсенче йĕркене пăхăнманнисем те иртнĕ çулхи çур çулпа танлаштарсан, ытларах. Анчах кунта çакна та палăртса хăвармалла: маларах асăннă кăтартусем пăшăрхантараççĕ пулин те вăтамран вĕсем республикăринчен икĕ хута яхăн пĕчĕкрех.

Районта эрех-сăра ĕçнĕ хыççăнхи пăтăрмахсем малалла ан ÿсчĕр тесе полици сотрудникĕсен тата ытларах тимлеме тивет. Коллективра службăри штатсене чакарнине, патрульпе пост службине вара йăлтах пĕтерсе хунине пăхмасăрах 1010 гражданин ячĕпе административлă протокол çырнă. Вĕсенчен 796-шĕ обществăлла вырăнта ÿсĕр пулнăшăн (20.21 статья), 24-шĕ эрех ĕçнĕшĕн (20.20 статья), 189-шĕ пĕчĕк хулиганла ĕçшĕн (20.1 статья).

Полици ĕçĕ çăмăл мар. Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – преступленисен йĕрĕ çине çийĕнчех ÿксе ăна уçса парасси. Ку тĕлĕшпе эпир республикăра начаррисен шутĕнче мар. Дежурство вăхăтĕнче регистрациленнĕ 274 хура ĕçрен 245-шне (89,4 процент) çийĕнчех уçса панă. Республикипе вăл 70,8 процент.

Паян пакунлисем хăйсен служба ĕçĕнче хисеплĕ пулччăр, преступленисен шутне чакарччăр тесен нумай тăрăшмалла, саккуна çирĕп пăхăнмалла, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлемелле. Пĕрлехи вăйра вара çитĕнÿ те пулать.

А. ФОМИН,

районсем хушшинчи “Батыревский” уйрăм начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика